25 марта 2016 г.
1882 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче Берлинта Роберт Кох тухтăр хăрушă амакăн бациллине уçни пирки пĕлтернĕ. Сенсациллĕ доклада тунăранпа 100 çул иртнĕ май çак датăна пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешмелли кун тесе палăртма йышăннă. Унăн эмблеми - шурă чечек, салтак тỹми - тасалăх палли.
Пĕлтĕр районта пурăнакан 20706 çынна тĕрлĕ мелпе туберкулез чирĕнчен тĕрĕсленĕ. Чирлĕ 9 çынна шута илнĕ. Тупса палăртнă тĕслĕхсенчен 77,8 проценчĕн - туберкулезăн уçă форми, 11,1 проценчĕн чир вăраха кайма та ĕлкĕрнĕ. Çакă пĕтĕмпех вăхăтра тĕрĕсленменнипе, флюорографи витĕр тухманнипе çыхăннă. Туберкулез - ерекен чир. Çавна май чирлĕ çын хăйĕнпе пĕрле пурăнакансене, хутшăнакансене инфекциленипе пĕрлех, чире обществăлла транспортра, лавккара, хăнара та "тупма" пулать. Туберкулез халсăр çынна, хавшанă организма хăвăртрах ерет. Эрех-сăра ĕçекен çыннăн организмне лекнĕ чир микробĕсем хăйсене уйрăмах "лайăх" туяççĕ, вĕсене ашкăнма май çителĕклех. Хальхи вăхăтра унăн микробĕсем шывпа, тусанпа, апат-çимĕçпе пĕрле тата чирлĕ çынпа хутшăннинчен лекеççĕ. Чир вăрах вăхăт палăрмасса та пултарать. Каярах ỹт температури ỹсет, ỹсĕрттерет. Çын хăй чир çаклатнине туймасть те. Малтан кăштах вăйсăрланни палăрать, çывăрас килнĕ пек туйăнать. Ỹслĕк те ытлашши аптратмасть. Çăра сурчăкĕ те çукрах. Юна анализ туни те, сурчăка тĕрĕслени те туберкулез пуррине кăтартмасть. Хăрушă чир лекнине рентгеноскопипе флюорографи ỹкерчĕкĕсем туни çеç хăвăрт татса парать.
Флюорографи пулăшнипе çеç кăкăр кăшкарĕнчи органсен тĕрлĕ чир-чĕрне палăртма пулать. Сăмахран, ỹпке шыççине, тип пыр эктолине, плеврита, чĕре чирĕсене, хутаçлă шыççа тата ыттине те. Флюорографи вара чирĕн малтанхи паллисене тĕрĕс кăтартать. Çакă туберкулезпа чирлессине чакарма май парать. Хăш-пĕр хуçалăхсен, предприятисен, учрежденисен ертỹçисем флюорографипе тĕрĕсленин пĕлтерĕшне хакламаççĕ. Выльăх пăхакансем, механизаторсем сывлăхĕсене тăтăшах больницăра тĕрĕслеттермеççĕ. Халăхăн çулталăкра пĕр хутчен флюорографи тĕрĕслевĕнче пулмаллине манаççĕ.
15 çула çитмен ачасене манту лартни пысăк витĕм кỹрет. Çавна май вĕсем сывă пулни палăрать е вĕсене учета илсе тĕрĕслетпĕр.
Туберкулезпа чирлисемшĕн вара тухтăр хушнине пĕтĕмпех пурнăçлани çав тери пĕлтерĕшлĕ. Эмелсене вăхăтра ĕçмелле, сипленмелле. Ун пек чухне чăнах та чиртен хăтăлма май пур. Анчах чылай чухне пациентсем каланине, сипленме сĕннине пурнăçламаççĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмаççĕ. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнсассăн, тăтăшах тĕрĕсленсен сире нимĕнле чир те хăратаймĕ. Сывлăхлă пулăр.
Республикăра пурăнакан халăх сывлăхне упрас тата туберкулеза профилактикăлас тĕллевпе мартăн 20-мĕшĕпе апрелĕн 20-мĕшĕччен "Салтак тỹми" уйăхлăх иртет. Ăна çынсене чир пирки тĕплĕн каласа парас, вăхăтра тĕрĕсленме, сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Акци вăхăтĕнче республикăра, районта нумай мероприяти ирттерме палăртнă. Сăмахран, акци вăхăтĕнче, мартăн 26, апрелĕн 2, 9, 16-мĕшĕсенче Шупашкарти туберкулеза хирĕç кĕрешекен сывлăх учрежденийĕнче (Пирогов урамĕ, 4-мĕш çурт, "В" корпус), мартăн 26, апрелĕн 2-мĕшĕсенче Канаш хулинчи диспансерта (Люксембург урамĕ, 29-мĕш çурт), мартăн 26, апрелĕн 1, 8, 15-мĕшĕсенче районти тĕп больницăра Уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ. Çав тапхăрта кашниех тухтăр патне çитсе тĕрĕсленме пултарать. Пурне те флюорографи тăваççĕ, фтизиатр тухтăр тата ытти специалистсем сĕнỹ-канаш параççĕ. Акци вăхăтĕнче çын сурчăкне (мокрота) направленисĕрех тĕрĕслеççĕ.
Н. МИННЕТУЛЛИНА,
районти тĕп больницăн фтизиатр врачĕ.
Источник: "Каçал Ен"