АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха вăрлăхран - лайăх тухăç

25 марта 2016 г.

 "Мĕн акатăн, çав шăтать", - тенĕ мĕн ĕлĕкех ваттисем. Çавăнпа та акма тата лартма паха вăрлăх кирлĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем çак чăнлăха тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Çуракине хатĕрленсе яланах элита тата кондицие ларнă вăрлăх хатĕрлеççĕ.

Паха çĕрулми çитĕнтерессипе район республикăра малтисен йышĕнче. Пирĕн тăрăхра иккĕмĕш çăкăра ытларах "Çĕрулмие мухтав" агрофирма çитĕнтерет. Вĕсем çĕр лаптăкне те, тухăçне те çулран-çул ỹстерсе пыраççĕ. Сăмахран, 2015 çулта республикăра кашни гектартан вăтамран 206,5 центнер çĕрулми илнĕ пулсан, агрофирмăра пĕр гектартан вăтамран - 341 центнер. Анчах та Европа çĕршывĕсен кăтартăвĕсемпе танлаштарсан, эпир вĕсенчен чылай кайра иккен. Агрофирмăн тĕп агрономĕ Алексей Селиванов пĕлтернĕ тăрăх, паха тухăç илесси тар тăкмасăр пулмасть.

- Паянхи куна аван ĕçлекенсен йышĕнче пулин те, ыттисен, уйрăмах ют çĕршыври ĕçтешсен, паха опычĕпе паллашмалла. Çĕр ĕç технологине тĕпе хурса ĕçлемелле, пусă çаврăнăшне çирĕп пăхăнмалла. Тĕслĕхрен, аван тухăç илес тесен, чи малтанах çĕрулмине пĕр вырăнта лартмалла мар. Пусă çаврăнăшне 3-4 çул улăштарса тăмалла, тĕрлĕ культура çитĕнтермелле. Пĕр çул тыр-пул, тепĕр çул - пăрçа, виççĕмĕшĕнче пахчаçимĕç пулмалла. Çĕрулми çитĕнтермелли çĕре кĕркунне хатĕрлесе хăварни, çуркунне çĕр пиçсе çитсессĕн çеç уя кĕни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕрлĕ чир-чĕртен вăхăтра асăрханмалла. Пĕр сăмахпа каласан, паха тухăç çитĕнтерме пур условие те шута илмелле. Йăнăшма, ĕçе кая хăварма юрамасть, - терĕ Алексей Селиванов.

Тĕп агроном çĕрулмине сортне кура тата унăн калăпăшне шута илсе лартмаллине те çирĕп пăхăнса ĕçлемеллине асăнчĕ. Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, йăрансене кăпкалатмалли, çум курăкран, тĕрлĕ хурт-кăпшанкăран имçам сапмалли тапхăра пăхăнмалла. Чи пĕлтерĕшли тата - вăрлăх пахалăхлă пулмалла. Унсăрăн пысăк тухăçпа савăнаймăн.

- Агрофирма 15 çул вăрлăхлăх çĕрулми туса илессипе ĕçлет. Ку енĕпе ятарлă специалистсем тăрăшаççĕ. Вĕсем вăрлăхлăх ỹсекен çĕрулми уйĕсене пăхса тăраççĕ, мĕнле çитĕннине сăнаççĕ. Чи тухăçлине палăртаççĕ. Кунта, паллах, çĕр пахалăхне шута илни те вырăнлă. Çĕрулми вăрлăхне 2 çулта пĕрре çĕнетсе тăмаллине те асра тытмалла, çавăн пек тусан кăна тухăçпа савăнма пулать. Çавна май агрофирма вăрлăха çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Сăмахран, 2015 çулта эпир çĕнĕрен 250 тонна вăрлăх кỹрсе килнĕ. 2016 çулта 200 тонна илсе килме планлатпăр. Çакнах ыттисене те сĕнетпĕр. Уйрăм хуçалăх тытса пыракансен те çĕрулми вăрлăхне тăтăш çĕнетмелле. Акă, паянхи куна пирĕн хуçалăхра паха тухăç паракан сортсен - "Ред Скарлет" тата "Гала" - вăрлăхĕсем пур, - пĕлтерчĕ тĕп агроном.

Район çыннисене пĕлтерсе хăваратпăр: "Слава картофелю" агрофирмăра çĕрулми вăрлăхĕ туянма пулать. Ял çыннисене меллĕ пултăр тесе вĕсем заявкăсем йышăнаççĕ. Çитес вăхăтра вара Канаш, Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенчи ялсене çитме палăртаççĕ. Интереслентерекен ыйтусемпе 8-905-342-56-67 тата 8-960-306-30-76 номерсемпе шăнкăравлама юрать.

2015 çулта "Слава картофелю" агрофирма 740 гектар çинче çĕрулми çитĕнтернĕ, 25293 тонна пуçтарса кĕртнĕ. Чи пысăк тухăç параканнисем - "Ред Скарлет" тата "Гала" сортсем. Вăтамран кашни гектартан 480 тата 530 центнер тухăç илнĕ. Ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ха вĕсем?

"Ред Скарлет" - ир пулакан çĕрулми сорчĕ. Хĕрлĕ тĕслĕ, çаврака тăрăхла формăллă, ăшĕ - сарă. Лайăх упранать.

"Гала" - вăтам ир çитĕнекен сорт (75-80 кун). Пысăк тухăçлă, çимĕçĕ сарă тĕслĕ. Унăн тухăçĕ вăтамран пĕр гектартан 600 центнера çитет. Упранаслăхĕ аван.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика