АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кил-çурт çуннă

25 марта 2016 г.

Юлашки вăхăтра районта вут-çулăм алхаснă тĕслĕхсем ытларах пулни сисчĕвлентерет. Паянхи куна 7 пушар тухнă, вут-çулăмра 2 çын пурнăçĕ татăлнă, пурлăх çунса кĕлленнĕ.

Пушар тухнин сăлтавĕ - уйрăм хуçалăхпа пурăнакансен тимсĕрлĕхĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни. Акă, мартăн 21-мĕшĕнче ирхине 3 сехет те 58 минутра Хирти Сĕнтĕртен кил-çурт çуннă пирки пĕлтернĕ. Пушар чаçĕн ĕçченĕсем çитнĕ çĕре вут-çулăм çурта, хуралтăсене пĕтĕмпех ярса илнĕ. Шел пулин те, инкекре мунчана çеç сыхласа хăварма май килнĕ, вут-çулăм тухнин сăлтавне следстви уçăмлатĕ. Анчах та каласа хăвармалла, çынсем чи малтан пушара хăйсен вăйĕпе сỹнтерме тăрăшни пысăк инкек патне илсе çитернĕ. Аса илтеретпĕр, пушар тухнине сиссен, курсан тỹрех 01, 112, 101 номерсемпе шăнкăравламалла. Пулăшу киличчен хăвăр вăйпа вут-çулăмпа кĕрешмелле, чан çапса халăха пĕлтермелле, кỹршĕ-арша систермелле, пурлăха сыхласа хăварма тăрăшмалла. Вăхăтра тĕрĕс йышăнусем тумалла.

С.АЛЕКСЕЕВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика