25 марта 2016 г.
Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсемшĕн хĕрỹ вăхăт çывхарать. Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çуракине тухиччен, хирсенче тракторсен шавĕ илтĕнме пуçличчен нумай юлмарĕ ĕнтĕ. Çавна май район администрацийĕн пысăк залĕнче агрономсен конференцийĕ иртрĕ.
Çурхи ака ĕçĕсене хатĕрленес тата ытти тĕллевсем пирки район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин каласа пачĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем кăçал 11813 гектар йышăнĕç. Хуçалăхсем 1190 гектар çĕрулми, 743 - куккурус, 22986 - çурхи культурăсем, ытти лаптăксем çинче выльăх апачлĕх культурăсем акма палăртнă. 2016 çулта пĕтĕмĕшле лаптăк 30866 гектарпа танлашĕ. Çак ĕçсене ирттерме пĕлтĕр çителĕклĕ çĕртме туса хăварнă (17600 гектар). Кĕркунне кăçал 35000 тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 35000 тонна çĕрулми, 3500 тонна пахчаçимĕç илме планланă. Çак тапхăрта ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене пăшăрхантаракан тепĕр ыйту вăл - çунтармалли-сĕрмелли япаласемпе удобренисен калăпăшĕ. Ака ĕçĕсене ăнăçлă тата вăхăтра ирттерес тесен районти хуçалăхсене пурĕ 400 тонна çунтармалли-сĕрмели материалсем, 30 тонна бензин кирлĕ. 14 хуçалăхра вĕсем çителĕксĕр. Çывăх вăхăтра асăннă ыйтăва татса пама палăртнă. 2000 тонна минераллă удобрени илсе килме палăртнă пулсан, хуçалăхсенче паянхи куна 1398 тонна пур. Çураки вăхăтĕнче техника юсавлă, механизаторсем çителĕклĕ пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Техникăна юсаса йĕркене кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра Патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕ хуçалăхсенче техосмотр ирттерет. Юлашки 8 çул хушшинче хуçалăхсенчи техникăна тĕпрен çĕнетнине асăнса хăварма та кăмăллă. Çак ĕçе туса ирттерме вара 467 миллион тенкĕ тăкакланă.
Малалла килнĕ хăнасем сăмах илчĕç. Ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Владимир Мутиков хальхи çĕр ĕçĕнче тăпра пулăхлăхне çĕнĕрен туса ярасси çинче чарăнса тăчĕ. Юлашки çулсенче тăпра пулăхлăхĕ питĕ начарланнă иккен. Госсорткомисси филиалĕн начальникĕ Виктор Васильев пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен, çĕрулмин çĕнĕ перспективлă кашни сорчĕ пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Республикăри ял хуçалăхĕнче юлашки çулсенче пăрçа сахал акаççĕ-мĕн. Илдус Миннетуллин каланă тăрăх та 1970 çулсенче районта 4000 гектар ытла пăрçа акнă пулнă, халĕ вара 50 гектар та пуçтарăнмасть. Виктор Геннадьевич выльăх-чĕрлĕх ỹстерме пăрçара çителĕклех пур белокпа протеин кирлине, республикăри хуçалăхсенче выльăхсен рационне пăрçа кĕртни сăвăма 5 процент таранах ỹстернине пĕлтерчĕ. Пăрçа хыççăнхи çĕр çине акнă кĕрхи культурăсен тухăçĕ те аван пулнине асра тытма сĕнчĕ.
Агрономи конференцине вĕçленĕ май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин çитес çуракине кĕске вăхăтра, пахалăхлă хатĕрленме сунчĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене вăхăтра илсе килни пысăк вырăн йышăнса тăнине тепĕр хутчен аса илтерчĕ, Чăваш Республикин агропромышленноç комплексне 2016 çулта пама палăртакан патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ тĕслĕхĕсем çинче чарăнса тăчĕ.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"