25 марта 2016 г.
Иртнĕ кунсенче районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Михаил Резников ĕçлĕ визитпа пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Самаркинпа, Чăваш Республикин социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕпе Петр Красновпа тĕрлĕ объектсене çитсе курнă.
"Агрокабель" ООО ĕçĕпе паллашнă май Михаил Резников предприяти ертỹçине, ĕçченсене производствăна ỹстерме, импорта улăштармалли продукци хатĕрлемелли программăна пурнăçлама сĕннĕ. Предприяти ĕçченĕсем малашне уйăхсерен 10-15 тонна продукци хатĕрлеме палăртаççĕ.
"Кооператор" общество - районта ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприятисен йышĕнче. Вĕсем алкогольсĕр сĕткенсем, минераллă шыв, кондитер тата çăкăр-булка изделийĕ хатĕрлеççĕ. Михаил Резникова ĕç-хĕлпе паллаштарнă май Мансур Ямалиев директор предприяти çитес вăхăтра "Переработка фруктов и ягод, производство натуральных соков" инвестици проектне пурнăçа кĕртме хатĕрленнине каласа панă. Кăçал шăпах проектăн пĕрремĕш тапхăрне ĕçе кĕртсе М-500 линие хута ямалла, пỹлĕмсене хатĕрлемелле, коммуникаци кĕртмелле.
Михаил Резников ял хуçалăх отраслĕпе кăсăкланса Атласкин фермер хуçалăхĕнче пулнă. Асăннă хуçалăхра юлашки виçĕ çулта мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 54 процент чухлĕ ỹснĕ. Паянхи куна вĕсен шучĕ 385 пуç. Фермер хуçалăхĕ юлашки пилĕк çулта 40 млн тенкĕ инвестици хывнă: 2014 çулта çĕнĕ сĕт-çу фермине хута янă, сенаж хума ятарлă вырăн тунă. Халĕ вара хуçалăхра ĕнесене пăруламалли уйрăма реконструкцилеççĕ. Проект хакĕ - 5 млн тенкĕ.
Районти чылай ял хуçалăх предприятийĕ, фермер хуçалăхĕ сĕте Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу заводне сутать. Сăмахран, пĕлтĕр завод 327405,1 пин тенкĕлĕх продукци сутнă. Кăçалхи тĕллев тата та пысăкрах. Михаил Резников заводри ĕçе аталантарма, паха продукци хатĕрлеме тата çынсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме мĕнле ĕçсем пурнăçланипе кăсăкланнă. Пĕтĕмĕшле илсен, завод инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Пĕлтĕр çеç сыр тăвассин калăпăшне ỹстерме 8 млн тенкĕ хывнă.
Ĕçлĕ ушкăн "Тав" ООО-ра çĕрулмине типĕтсе хатĕрлес ĕçпе паллашнă. Предприятире уйăхсерен 60 тонна продукци хатĕрлесшĕн.
Пурнăçламалли ĕç планĕсем чăннипех те пысăк. Апла пулсассăн пурин те çанна тавăрсах ĕçе кỹлĕнмелле.
Заводра сĕтрен 17 тĕрлĕ сыр хатĕрлеççĕ. Пахалăхлă продукцие тĕрлĕ суту-илỹ точкисене ăсатаççĕ. Вĕсем кунсерен 30-40 тонна сĕт йышăнаççĕ. Çулталăкне вăтамран 1100 тонна продукци хатĕрлеççĕ.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"