30 марта 2013 г.
Çуллахи каникул çывхарать. Çавна май ачасен канăвне тулли те тĕрлĕ енлĕ йĕркелесси, сывлăхне çирĕплетесси çине кашни çулах Чăваш Енре пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал та çуллахи лагерьсем 4 сменăпа ĕçлĕç.
ЧР Министрсен Кабинечĕн кăçалхи мартăн 5-мĕшĕнчи 80-мĕш №-лĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн путевкăсен хакĕсене çирĕплетнĕ. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасемшĕн путевкăн вăтам хакĕн 5 процентне (534 тенкĕ) тÿлемелле.
Вĕсем:
— сывлăх енчен хавшак, тĕрлĕ нацисен хĕç-пăшаллă конфликчĕсенче, экологи катастрофисенче шар курнă ачасем;
— Çурçĕр Кавказ регионĕнчи çапăçусене хутшăннă шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсен ачисем;
— çар çыннисен тата çар тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтра пуçĕсене хунă право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсен ачисем;
— беженецсен çемйисенче çитĕнекен ачасем;
— экстремаллă лару-тăрăва лекнĕ ачасем;
— ирĕксĕрленипе шар курнă ачасем;
— сахал пурлăхлă çемьери ачасем;
— нумай ачаллă çемьерисем;
— тулли мар çемьери ачасем;
— шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăракансем.
Чăваш Республикинче йышăннă пурăнмалли минимумăн çын пуçне тивекен тупăшĕ 150 процентран иртмесен, шкула çÿрекен ачасемшĕн путевкăн 20 процентне — 2136 тенкĕ, 150 процентран ытларах пулсассăн 30 процентне, 3204 тенкĕ тÿлемелле.
Асăрхавсăр, çапкаланчăк (килсĕр), пилĕк е ытларах ачаллă çемьесенче çитĕнекен çул çитмен ачасене, инвалид-ачасене, тăлăхсене тÿлевсĕр путевкăсемпе тивĕçтереççĕ.
Сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене каймалли путевкăсене ашшĕ-амăшĕсене параççĕ. Чи малтанах мартăн 30-мĕшĕнче ача вĕренекен шкулта регистрациленмелле. Ун чухне çеç ача килĕшекен лагере хăй суйласа илме пултарĕ.
Путевка хакĕн 5 процентне çеç тÿлекенсен вара районти социаллă хÿтлĕх пайне пымалла.
Чăваш Енри Вĕренÿ министерствин сайтĕнче ачасене йышăнма хатĕр лагерьсен списокĕпе паллашма пултаратăр.
Источник: "Каçал Ен"