АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьере хÿтлĕх тупнă

30 марта 2013 г.

Çут тĕнчене килнĕ пепкешĕн ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ, асламăшĕ, кукашшĕ, кукамăшĕ чунтан хĕпĕртет. Ваттисем ĕлĕкренех ывăл çуралсан — салтака юрăхлă пултăр, хĕр çуралсан — качча кайса ача-пăчаллă пултăр, тенĕ. Пепкене пил парса саламланă. Анчах та çакна кашни ача тивĕçеймест çав. Хăшне-пĕрне амăшĕ çуратнă хыççăнах пăрахса хăварать е кайран тивĕçлĕ пăхаймасть. Ачасене ирĕксĕрех интерната ăсатаççĕ. Пепкен мĕн айăпа кĕрсе унта çитĕнмелле-ха? Кашниех амăшĕн хÿттинче пурăнма ĕмĕтленет-çке. Ĕмĕтленни пурнăçа кĕни вара ачашăн чăн-чăн савăнăç мар-и? Çĕнĕрен çемье, атте-анне, тете, аппа тупнă ачасем пирĕн районта та пур. Паянхи куна вун виçĕ çемьере 20 ачана тивĕçлĕ воспитани параççĕ. «Вĕсем паян чи телейлĕ ачасенчен пĕрисем, пурте тулли çемьесенче çитĕнеççĕ», — тет пепкесен малашлăхĕ пирки савăнса районти опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Татьяна Николаевна Галзанова.

Акă вăл телейлĕ ачалăх

Çĕнĕ ашшĕ-амăшне тупнă ачасенчен пĕри вăл — Карина Носова. Ларисăпа Владимир Носовсем виççĕмĕш ача пирки тахçанах ĕмĕтленнĕ. Анчах та пурнăçра пысăк утăм тума «çиччĕ виçсе пĕрре касмалла». Çавна май вĕсем ача илме хатĕрленсе тĕрлĕ психологсем патĕнче пулнă, комисси витĕр тухнă, вун-вун документ пухнă, Канаш хулинче «Амăшĕсен шкулĕнче» вĕреннĕ. Пĕр сăмахпа каласан, çанă тавăрсах хатĕрленнĕ.

— Ача усрава илес шухăш хăçан çуралчĕ сирĕн?— ыйтрăм мăшăртан.

— Вăл шухăш таçта шалта яланах пулнă пулас. Интернатра, тĕрлĕ ача-пăча çурчĕсенче çитĕнекен ачасем пирки илтсен, хаçатра вуласан, телевизорпа курсан — яланах чун ырататчĕ. Мĕн тери телейсĕр вĕсем, амăшĕн çуначĕ айĕнче çитĕнме Турă пÿрмен-ши теттĕм? Вĕсенчен пĕрне те пулин савăнтарса çемьере çитĕнтерес ĕмĕт майĕпен çуралчĕ пулин те, сисĕнмесĕрех пурнăçа кĕчĕ, — тет Лариса Витальевна.

— Ача усрава илесси — мăшăр шухăшĕ. Эпĕ ырларăм çеç. Икĕ ача çитĕнтернине çемьере виççĕмĕшĕ те ытлашши пулмĕ, ун валли те юратăвăм çителĕклех. Халĕ Карина пире савăнтараканĕ. Юрлать, ташлать, вылять. Акă вăл унăн телейлĕ ачалăхĕ, — тет калаçăва хутшăнса Владимир Валентинович.

Карина тетĕшĕпе аппăшĕ пурришĕн чунтан хĕпĕртет. Вĕсем килте çук чухне лара-тăра пĕлмест. «Пучах» ача садне çÿрекенскер, кунĕпе вĕсемсĕр тунсăхлать пулас. Хулара вĕренекен аппăшне, Викăна, канмалли кунсенче чăтăмсăррăн кĕтет. 10 уйăхри хĕр пĕрчине çемьене илсе килнине Вика паянхи пекех ас тăвать. «Аттепе анне пире пепкепе савăнтарма хатĕрленнине илтнĕ, апла пулин те вăл пирĕншĕн кĕтменлĕх пулчĕ. Паянхи пек ас тăватăп аннепе кĕпе-йĕм туяннине, Каринăна илсе килни те куç умĕнчех. Ăна курсассăнах тытса ыталарăм. «Паянтан эс манăн йăмăкăм тесе пăшăлтатрăм», — тет Вика. Сергей тетĕшĕпе Карина чăн-чăн туссем, уроксене пĕрле пурнăçлаççĕ, компьютерпа выляççĕ, уçăлма тухаççĕ, ача садĕнчен те пĕрле таврăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ валли парне те иккĕшех хатĕрлеççĕ.

Савăнмалли самантсем виççĕри Каринăн пурнăçĕнче малашне пайтах пулĕç. Вăл халĕ ют çын куçĕсенчен пăхмасть, ашшĕпе амăшĕн куçĕнчен тинкерет те ачашшăн: «Эпĕ сире юрататăп», — тесе пăшăлтатать.

Пĕр тăвансем пĕрле çитĕнеççĕ

Настьăпа Алена Годуновăсен те телейĕ пулнă. Интерната лекнĕскерсене Элпуç ял поселенийĕнче пурăнакан Макаровсем хăйсен хÿттине илнĕ. Галина Сергеевнăпа Алексей Герасимович пĕр тăван хĕрсене уйăрас темен, иккĕшне пĕрле ÿстерме шутланă. «Настьăпа Алена питĕ туслă, пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕр вĕсем. Нихăçан та вăрçăнмаççĕ, пĕр-пĕрне кÿрентермеççĕ. Аппăшĕпе йăмăкĕн çапла пулмалла та», — тет Галина Сергеевна. Пĕр тăвансем Хирти Явăш тĕп шкулĕнче пĕлÿ пухаççĕ, Настя — 4-мĕш класра, Алена — 1-мĕш класра. Вĕренÿре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ, обществăлла ĕçре хастар, кружоксене çÿреççĕ, районти, республикăри конкурссемпе фестивальсене хаваспах хутшăнаççĕ. Пушă вăхăтра вара амăшĕпе пĕрле ал ĕç тума лараççĕ. Галина Сергеевна вĕсене çыхма, тĕрлеме, çĕлеме вĕрентет. Макаровсем хĕрĕсем ĕç çумне çыпçăнса ÿсчĕр тесе тăрăшаççĕ, яланах пĕрле явăçтараççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика