АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Шурă вилĕм» пăрăнса ирттĕр

30 марта 2013 г.

Районти тĕп библиотекăн тĕллевĕсенчен пĕри — сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси, ачасемпе çамрăксем хушшинче наркомани ан аталантăр тесе профилактика ĕçĕсем ирттересси. Наркотик — этемлĕхе вилĕм патне илсе пыракан хăрушă япала. Çавăнпа та ăна сарăлма парас мар тесен пурин те тăрăшмалла.

Мартăн 18—29-мĕшĕсенче пирĕн район территорийĕнче Пĕтĕм Раççейри «Вилĕм ăçта сутнине пĕлтер» акци иртнĕ. Унăн тĕллевĕсем: наркотиксене саккуна хирĕç майпа сутма чарасси, çак ĕçпе аппаланакансене тупса палăртса явап тыттарасси, наркотик серепине çакланнисене сипленсе тĕрĕс çул çине тăма пулăшасси.

Çак акципе килĕшÿллĕн районти тĕп библиотекăра та «Наркотики и подросток: знать, чтобы уберечь» ятлă мероприяти йĕркелерĕмĕр. ЧР наркоконтроль енĕпе ĕçлекен федераллă службăн управленийĕн Канашри районсем хушшинчи уйрăмĕн аслă оперуполномоченнăйĕ, полици майорĕ М.В.Павлов Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекенсемпе калаçу ирттерчĕ. Вăл наркотиксене тата психотроплă япаласене саккуна хирĕç майпа сутнăшăн мĕнле явап тыттарни, çамрăксем хушшинче хăш психоактивлă япаласем анлăн сарăлни çинчен каласа пачĕ. Çавăн пекех районти криминаллă лару-тăрупа та паллаштарчĕ.

Çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссин яваплă секретарĕ Л.М.Пушкина çын миçе çултан пуçласа административлă тата уголовлă майпа айăпланма пултарни çинчен аса илтерчĕ, ачасемпе çамрăксем преступлени çулĕ çине тăнин тĕп сăлтавĕсене тишкерчĕ.

Библиотека ĕçченĕсем «Расплата неизбежна» ятлă видеофильм кăтартрĕç. Унта çамрăксем валли тĕрлĕ сĕнÿсем янăрарĕç. Шкул ачисем çак информаципе интересленсех паллашрĕç. Юлашкинчен мероприятие хутшăнакансене наркотиксен сиенĕ çинчен калакан буклетсем, памяткăсем валеçсе пачĕç.

Çак тĕл пулу ачасемшĕн усăллă иртессе, вĕсем хăйсене валли тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тăвасса, пуласлăх çинчен паянах шутлама пуçламаллине ăнланасса шанас килет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика