АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вероника Скворцова: «Чăваш Ен тĕслĕхĕ мăнаçлăх çуратать»

30 марта 2013 г.

Пуш уйăхĕн 25—26-мĕшĕсенче Шупашкарта «Медицина реабилитацийĕ — çынсем вилессине тата инвалида тухассине чакаракан мел» темăпа Пĕтĕм Раççейри канашлу иртнĕ. Ăна ертсе пыма РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова килсе çитнĕ.

Мускав хăнин республикăри ĕçлĕ çул çÿревĕ медицина учрежденийĕсемпе паллашнинчен пуçланнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Вероника Скворцова тата Алла Самойлова министрсем Президентăн перинаталь центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, «Çире пур хĕрарăмсен шкулне» çÿрекенсемпе — ача кĕтекенсемпе — тĕл пулнă. Çавăн пекех вĕсем «Шывпа пылчăк сыватмăшĕ» санаторире, республикăри ача-пăча клиника больницинче, федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче пул-нă, сиплев мелĕсене тишкернĕ.

Унтан вĕсем К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ пленарлă пĕрремĕш ларăва хутшăннă. «Сывлăх сыхлавĕн модернизаци проекчĕпе килĕшÿллĕн сиплев учрежденийĕсене хальхи кăткăс оборудованипе пуянлатма тата сыватмăшсемпе профилактика çурчĕсене çĕнетсе улăштарма 2011—2012 çулсенче 4852 млн тенкĕ уйăрса панă. Халăхăн медицина ыйтăвĕсене тивĕçтересси хулара та, ялта та сисĕнмеллех лайăхланнă», — тенĕ Михаил Игнатьев. Çакна та палăртнă: Чăваш хутлăхĕнче юлашки 20 çулта çут тĕнчене килнисен йышĕ пурнăçран уйрăлнисенчен пĕрремĕш хут иртсе кайнă. Пепкесен вилеслĕх кăтартăвĕпе те Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче лайăххисен шутĕнче.

Медицина реабилитацине аталантарассипе çыхăннă темăсене, унăн тĕп концепцийĕн положенийĕсене, пулăшу парассин нормативлă право ыйтăвĕсене сÿтсе явмашкăн Шупашкарти мероприятие Раççейĕн 80 ытла регионĕн медицина отраслĕн представителĕ пухăннă. Унта медицина оборудованийĕн куравне йĕркеленĕ: Раççейĕн 10 хулинчен килнĕ 20 представитель — реабилитаци хатĕрĕ туса кăларас енĕпе кăтартуллă ĕçлекенсем — хутшăннă.

РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе те тĕл пулнă. «Эпир медицина реабилитацийĕпе кăна мар, унăн пулăшăвĕпе тивĕçтерессин мĕн пур тапхăрне — профилактикăран пуçласа санаторипе курорт сиплевĕ таранах — аталантарас тĕллевлĕ. Шел, юлашки çулсенче ку енĕпе тимлесех кайман. Халĕ лару-тăру тĕпрен улшăнчĕ. Тĕрĕссипе çитĕнÿсем пур ĕнтĕ. Эпир Чăваш хутлăхĕнче канашлăва пухăнни шăпах çакăнпа çыхăннă. Республика çĕр-шывшăн ылтăн фонд пулса тăчĕ, тĕслĕх регионĕ эппин. Кăтартусем, чăн та, савăнтараççĕ. Паян эпир хамăрăн тĕллевĕмĕрсене ĕçе кĕртнин чĕрĕ тапхăрне курма пултартăмăр, шухăшăмăрсем тĕрĕс пулнипе пĕрлех хут çинчи проектсем те пурнăç ыйтнипе пĕр килнине туйса илтĕмĕр», — пĕлтернĕ вăл ыйтусем çине хуравласа.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика