22 марта 2016 г.
Ял çыннине те, ял хуçалăх предприятийĕсене те хĕлĕн-çăвĕн тупăш параканни вăл - выльăх-чĕрлĕх отраслĕ. Акă, кăçалхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне районта мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 13477 пуçпа танлашнă. Çакă, 2015 çулхи асăннă тапхăртипе танлаштарсан, 512 пуç ытларах е 104 процент. Çỹлерех асăннă шутран 6140-шне ял хуçалăх предприятийĕсенче тытаççĕ, 1105-шне хресченпе фермер хуçалăхĕсем, ыттине вара (6232 пуç) килти хушма хуçалăхсенче усраççĕ.
Паянхи куна районти пур формăллă хуçалăхсенче пурĕ 5751 ĕне пур, вĕсенчен 2013-шĕ - ял хуçалăх предприятийĕсенче, 480-шĕ - фермер хуçалă-хĕсенче, 3258 пуçĕ - килти хушма хуçалăхсенче.
Çак вăхăт тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсенче 1674 тонна сĕт туса илнĕ, çакă пĕлтĕрхинчен 39 тонна ытларах. Хресченпе фермер хуçалăхĕсен кăтартăвĕсем те аван. 2015 çулта çак тапхăрта вĕсем 244 тонна сĕт сунă тăк, мартăн 1-мĕшĕ тĕлне 291 тонна суса илнĕ (119 процент). Малашне, ешĕл курăк çине тухсан, сăвăм тата ỹсессе, пирĕн район ку енĕпе яланхи пекех республикăра та малтисен шутĕнче пуласса шанатпăр.
К.ГИМАЛЬДИНОВ,
тĕп зоотехник.
Источник: "Каçал Ен"