30 марта 2013 г.
Нумаях пулмасть районти тĕп библиотекăра «ЖКХ сферинчи законодательствăпа çыхăннă çивĕч ыйтусем» право сехечĕ иртнĕ. Унта район прокурорĕн çумĕ А.А.Кандасов, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ, йĕркелÿ ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕ Ю.В.Скворцов, «Коммуналлă сервис» АУОн директорĕ С.Н.Макаров, ЖКХ управляющи компанийĕн директорĕ М.Я.Миназетдинов, Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ П.В.Силивестров тата ыттисем те хутшăннă. Мероприятире ЖКХ сферинчи законодательствăна, халăха коммуналлă пулăшусемпе тивĕçтерессине, çак ĕçсене пурнăçланă чухне потребительсен прависене хÿтĕлессине, тарифсемпе тата нормативсемпе усă курассине, нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсене йĕркере тытса, юсаса тăрассине тата ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.
Источник: "Каçал Ен"