30 марта 2013 г.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти мартăн 25-мĕшĕнче «Время высокой музыки» ыр кăмăллăх проектне старт панă. Ăна пурнăçа кĕртме Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ, тĕнчипе паллă Дмитрий Коган скрипач пулăшĕ. Проектпа килĕшÿллĕн ирттерекен чи пысăк мероприятисен шутне унăн Мускаври Союзсен çуртĕнче йĕркелекен икĕ концерчĕ те кĕрĕç. Çак концертри кĕвĕсен дискĕсене çĕр-шывăн пур регионĕнчи музыка шкулĕсене çитерĕç. Пурĕ 25 пин ытла экземпляр çĕр-шыв тăрăх саланĕ.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Генеральнăй совечĕн секретарĕн çумĕ, Патшалăх Думин вице-спикерĕ Сергей Железняк пĕлтернĕ тăрăх, Колоннăллă залри çак концертсем — партпроекта пурнăçа кĕртессинчи пĕрремĕш тапхăр çеç. «Эпир классика музыкин архивне туса хурасшăн. Унта пысăк пахалăхлă классика произведенийĕсене кĕртесшĕн», — пĕлтернĕ вăл. С.Железняк проекта пурнăçа кĕртме волонтерсен пулăшăвĕ кирлĕ пулнине палăртнă.
«Çак акци регионсенчи музыка шкулĕсемпе клубсене пырса çÿреме хăйне евĕр стимул пуласса шанатпăр. Культурăна халăх хушшинче сарма, çынсене çÿллĕ шайри музыкăпа паллаштарма, талантлă çамрăксене тивĕçлĕ пĕлÿ илме пулăшмалла», — уçнă шухăшĕсене депутат.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» ытти енлĕ творчество проекчĕсене те пурнăçа кĕртме палăртнă. Вĕсем художествăллă промысласене, классика балетне, халăх ташшисене, художество искусствине аталантарассипе çыхăннă. Çак ĕçре обществăн пулăшăвĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетнĕ Сергей Железняк. Патшалăх Думинче меценатсем çинчен калакан законопроекта пăхса тухнине шута илсе вăл предпринимательсене творчество çыннисене май килнĕ таран пулăшу пама сĕннĕ.
Источник: "Каçал Ен"