АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куç курманнисен конференцийĕ иртрĕ

30 марта 2013 г.

Мартăн 26-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче куç курманнисен обществин вырăнти уйрăмĕн отчетлă конференцийĕ иртрĕ. Çак уйрăм Елчĕкпе Комсомольски районĕсенче пурăнакан куç курман инвалидсене пĕрлештерсе тăрать. Конференци ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ И.Х.Миннетуллин, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.А.Никитина, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ И.Г.Белобаева, социаллă страховани фончĕн специалисчĕ Т.А.Райкова, Чăваш Республикин куç курманнисен обществин председателĕ Ю.Е.Сергеев, обществăн аслă специалисчĕ Т.К.Осипова тата куç курманнисен обществин Патăрьел районĕнчи уйрăмĕн секретарĕ Л.А.Макарова та хутшăнчĕç.

Чи малтанах куç курманнисен вырăнти уйрăмĕн председателĕ Г.И.Михайлов çулталăк тăршшĕпе туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Доклада сÿтсе явса В.Д.Краснова, М.Н.Воронова, О.Т.Самукова, Ш.З.Хамидуллин тата ыттисем те тухса калаçрĕç.

И.Х.Миннетуллин пуçтарăннисене районти лару-тăрупа паллаштарчĕ. И.Г.Белобаева пенси законодательствинчи çĕнĕ улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ. И.А.Никитина социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, ыйтусем çине туллин хуравларĕ.

Ю.Е.Сергеев куç курманнисен обществин вырăнти уйрăмĕсем хушшинче республикăра иртнĕ ăмăртура Комсомольскинчи уйрăм 4-мĕш вырăн йышăннине пĕлтерчĕ, малашнехи ĕçре те çитĕнÿсем тума сунчĕ. Делегатсем вырăнти уйрăмăн ĕçне «лайăх» хак пачĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика