АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшма шантарчĕç

30 марта 2013 г.

Шупашкар хулин районсем хушшинчи çут çанталăк сыхлавĕн прокуратури хатĕрленĕ мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕн, мартăн 26-мĕшĕнче çут çанталăк сыхлавĕн прокурорĕн çумĕ А.О.Дельман, Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин специалисчĕ Е.А.Лавинов, Чăваш Республикинчи Россельхознадзор управленийĕн начальникĕн çумĕ Н.В.Воронова экологи ыйтăвĕсемпе район çыннисене йышăнчĕç. Çут çанталăка сыхлас тата упраса хăварас енĕпе тимлекенсем специалистсем патĕнче пулса ыйтусем çине хурав тупрĕç, сĕнÿ-канаш илчĕç. Вĕсене юлашки вăхăтра çынсем ăçта килнĕ унта çÿп-çап пăрахни, тавралăха варалани пăшăрхантарать. Хăш-пĕр çĕрте вăрман лаптăкĕсем типни, çĕнĕ вăрман вăй илменни канăç памасть.

Тĕп хуларан килнĕ специалистсем ыйтусене татса пама, пулăшма шантарчĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика