18 марта 2016 г.
Аслă Çĕрпỹел ял библиотекинче республикăра кашни çулах йĕркелекен "Литературăллă Чăваш Ен: чи лайăх вуланакан кĕнеке" конкурс иртет.
Кăçал вулакансем 2014-2015 çулсенче пичетленнĕ кĕнекесене хаклаççĕ. Çавна май ял библиотекине вулакансем чылайăн пуçтарăнчĕç. Чи малтанах Галина Родионова библиотекарь конкурса хутшăнакан кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Вĕсем хушшинче хамăр ентешсен кĕнекисем пуррине палăртса хăварчĕ.
Сăмахран, поэзи уйрăмĕнче Мария Каçалсен "Вăй-хал кỹрет чăн юрату хăвачĕ", проза уйрăмĕнче Г.Максимовăн "Вăхăта парăнман юрату" тата ыттисем те пур. Конкурса хутшăнакан кĕнекесем библиотекăра тусанланса выртмаççĕ, яланах вулакан аллинче, палăртрĕ библиотекарь.
Пухăннисем нумайччен А.Павловскаян "Вĕрене шывĕ те пылак" иккĕмĕш кĕнекине тата "Саланнă кĕлте" кĕнекине сỹтсе яврĕç. Ку кăларăмсем чăнласах пурнăç тĕрĕслĕхĕпе тыткăнлаççĕ. Ытларах аслăрах ăрури çынсем юратса вулаççĕ. Çамрăксене пурнăçа тĕ-рĕс ăнланма, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшаççĕ.
Г.Максимовăн "Вăхăта парăнман юрату" кĕнекине аслисем кăна мар, çамрăксем те алăран ямаççĕ. Кашниех повеç-калавсене вуласа тухнă май хăйĕн кăмăл-шухăшне палăртса хăварчĕ. Хайлавсенчи хумхантаракан, шухăшлаттаракан вырăнсене уйрăммăн асăнчĕç.
Л.Таллеровăн "Ыр-хаяр кĕнекине" алла илмен çын та юлман пирĕн библиотекăра. Кĕнекере тĕрлĕ сăнар, тĕрлĕ пурнăç, шăпа, ырăпа усал кĕрешĕвĕ...
Кĕнеке вулама юратакансем поэзие те хаваспах тишкерчĕç.
Конкурс малалла пырать. Кашниех библиотекăна килсе, кĕнекесемпе паллашса хăйĕн юратнă çыравçишĕн сасăлама пултарать.
Г.РОДИОНОВА,
библиотекарь.
Источник: "Каçал Ен"