18 марта 2016 г.
Çул çитмен çамрăксене преступлени çулĕ çине тăрассинчен хăтарас тата вĕсемпе профилактика мероприяти-йĕсем ирттерес тĕллевпе республикăра февралĕн 24 мартăн - 24-мĕшĕсенче "Полици тата ачасем" акци пырать.
Çавна май районти шалти ĕçсен пайĕпе профилактика органĕсен специалисчĕсем шкул ачисемпе тĕл пулаççĕ, калаçусем ирттереççĕ. Мероприятисене çул çитмен çамрăксем тĕлĕшпе асăрхав ĕçне йĕркелес, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, наркотиксен сиенĕ, ăна сутнăшăн административлă тата уголовлă явап тыттарма пултарни çинчен тĕплĕнрех ăнлантарас тĕллевпе йĕркелеççĕ.
Акци вăхăтĕнче шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен уйрăмĕн аслă инспекторĕ Рева Жукова, Николай Медведев, Александр Владимиров участковăйсем, тĕп больницăн врач наркологĕ Людмила Ярышева, район администрацийĕн çул çитмен çамрăксен прависене хỹтĕлекен сектор заведующийĕ Любовь Пушкина Александровка, Чĕчкен тĕп, Хирти Мăнтăр, Урмаел, Тукай Мишер вăтам шкулĕсенче вĕренекенсемпе тĕл пулнă.
Акци пынă май сотрудниксем ытти шкулсене те çитеççĕ, çул çитмен çамрăксемпе тĕл пулаççĕ. Çамрăксене киревсĕр ĕç тăвасран асăрхаттармалла, саккуна пăхăнса пурăнма вĕрентмелле.
А.АХМЕЕВ,
полици начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"