18 марта 2016 г.
Çуркунне ачасем шыв хĕррине çитсе пăр кайнине сăнама юратаççĕ. Çапах кỹлĕ, пĕве, юханшыв таврашĕ - илĕртмĕш çеç мар, этем сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан вырăн. "Шывăн турачĕ çук", - тесе ахальтен каламаççĕ.
Хисеплĕ граждансем! Ачасене пĕве хĕрне аслисемсĕр ан ярăр. Юханшыв е кỹлĕ çинче пăр тапранма пикенсен мĕнле хăрушлăх пулма пултарнине асăрхаттарăр. Çавăнпа пĕрлех шыв сарăлнă вăхăтра хăйсене мĕнлерех тытмаллине вĕрентĕр, шыв хĕрринче выляма чарăр. Ачасене хăрушсăрлăх правилисемпе паллаштарăр, шыв сарăлнă вăхăтра пăр çинче тата чăнкă çыран хĕрринче тăма юраманнине асăрхаттарăр. Енчен те ача инкеке лексен чи малтан пулăшу ыйтма вĕрентĕр. Юханшывра е кỹлĕре пулса иртекен пăтăрмаха сиссен киле чупса каяс вырăнне хытă сасăпа аслисене чĕнсен аванрах пулĕ. Вĕсем инкекрен хăтарĕç, кирлĕ пулăшу парĕç.
Çавăнпа пĕрлех çак телефон номерĕсене асра тытмалла: 01, 5-13-23 - районти пушар чаçĕ; 112, 5-18-40 - диспетчерсен пĕрлехи служби.
Асăннă номерсемпе шăнкăравласан чи малтанах тĕрĕс информацие пĕлтермелле: хушамат, ят, аçăр ячĕ, адрес (пулса иртнĕ инкек вырăнĕ), телефон номерĕ, хăçан, ăçта, мĕн пулнă, кам аманнă. Ыйтусем çине тĕрĕс те хăвăрт хуравламалла.
В.МАМУТКИН,
район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ.
Источник: "Каçал Ен"