18 марта 2016 г.
Литература çулталăкĕнчен хăй йĕркипе Кино çулталăкне куçрăмăр. Кăçал кинопа çыхăннă мероприятисем чылай йĕркелеме палăртнă. Чи савăнăçлă хыпарсенчен пĕри - республикăра çĕнĕ киноцентрсем ĕçлеме тытăнни. 100 пин çынран сахал пурăнакан хуласенче киноцентр хута яма пулăшас тĕллевпе ирттернĕ конкурсра пирĕн республика çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Конкурсра 51 объектран 143 кинозал тума суйланă. Ку пĕтĕмпе 705 миллион тенке кайса ларĕ. Чăваш Енре наци фильмĕсене малашне Улатăрти "Вива" тулли мар яваплă общество, Канаш хулинчи, Çĕмĕрлери "Восход" культура çурчĕсем кăтартĕç.
Çавăн пекех шкул ачисем те кино темипе сочинени çырса тупăшĕç. Раççей почти Пĕтĕм Раççейри "Чи лайăх çыру урокĕ" конкурс пуçарнине пĕлтернĕ. Конкурсра чи пĕлтерĕшлĕ темăсенчен пĕри - "Манăн юратнă фильм". Шкул ачисем кăмăла каякан тата ытти 13 темăпа та сочинени çырма пултараççĕ.
Районта Кино çулталăкне халалланă мероприятисем пуçланнă ĕнтĕ. Сăмахран, районти тĕп библиотекăра "С книжных страниц - на большой экран" кĕнекесен выставкине презентациленĕ. Елена Прокопьева библиотекарь кино историйĕпе, фильмсене епле хатĕрленипе паллаштарнă.
Кино темине хускатнă май ачалăхри сăн ỹкерчĕксем куç умне тухса тăраççĕ. 90-мĕш çулсенче ялсенчи культура çурчĕсенче тăтăшах кино кăтартни асрах, ялта пурăнакансем Инди фильмĕсене уйрăмах кăмăлласа пăхатчĕç. Эпир те, 8-9 çулхи ачасем, кино курас ĕмĕтпе культура çуртне васкаттăмăр. Нĕркеçре Нина Мефодьевна Софронова кашнине билет татса парса кинона кĕртетчĕ, черет тăраттăмăр. Нина аппа пĕлтернĕ тăрăх, çак ĕçре вĕсем мăшăрĕпе, Дмитрий Петровичпа, 38 çул тăрăшнă.
- Пирĕн тăрăхра 1960 çулсенче кино кăтартма тытăнчĕç. Район центрне кайса çĕнĕ фильмсем илсе килеттĕмĕр. Ял çыннисем кашни фильма хаваспах пăхатчĕç, хăшĕ-пĕри 2-3 хут та курма килетчĕ. Нумайăшĕшĕн артистсем кумирсем пулса тăнă. Зал туллиех халăх пухăнатчĕ. "Повесть о настоящем человеке", "Как закалялась сталь", "Молодая гвардия", "Тихий Дон", "Весна на Заречной улице", "Гусарская баллада", "Карнавальная ночь", "Трактористы", "Высота", "Вертикаль", "Земля Санникова", "Девчата" фильмсем чи юратнисем пулнă. Людмила Гурченко, Николай Рыбников, Надежда Румянцева, Олег Даль, Николай Крючков тата ытти артистсем выляни паянхи кун та асрах. Çак вăхăтсем ялта пурăнакансемшĕн хаваслă самантсемпе асра юлнă. Самана улшăнчĕ те, пурнăç урăх çулпа кайрĕ-ши, фильмсене кăтартма чарчĕç. Халĕ вара, 20 çул иртнĕ хыççăн, кино кăтартассине çĕнĕрен чĕртесшĕн тенине пĕлсессĕн, чунтан хĕпĕртерĕм. Çакă республикăри районсенче пурăнакансемшĕн питĕ кирлĕ япала. Хула çыннисен пушă вăхăтра кайса кино курма май килет-ха, ялта пурăнакансен çакăн пек май çук. Илемлĕ фильмсене шăпах пысăк экранпа курса киленни лайăх. Кино çулталăкĕнче илемлĕ, совет кинокартинисем ытларах курасчĕ. Вăрçă, туслăх, мирлĕ пурнăç темине хускатса сăнарлакан фильмсене аслисене çеç мар, çитĕнекен ăрăва та кăтартасчĕ, - терĕ иртнине аса илсе, паянхи куна пĕтĕмлетсе Нина Мефодьевна.
Комсомольскинче пурăнакансем аса илнĕ тăрăх, вĕсем 2000 çулта юлашкинчен "Титаник" фильма курса киленнĕ. Халĕ вара нумайăшĕ шăпах тĕрлĕ фильмсемпе мультфильмсене хуласенчи кинотеатрсенче курать. Чылайăшĕ районти культура çуртĕнче кино кăтартсан, пит аван пулмалла", тет. Тен, пулĕ те.
Нумайăшĕ историе аса илсе, кино курма çỹренине те куç умне кăларчĕ.
- Эх! Савăк вăхăтчĕ. Килте телевизор пулман, кино курма клуба васкаттăмăр. Ачасем ял тăрăх "Кино пулать, кино! Паян кино кăтартаççĕ!" тесе йыхравласа çỹретчĕç. Вĕсене вара тăрăшнăшăн кинона тỹлевсĕрех кĕртетчĕç, - аса илет Людмила Баринова.
Кино курасси кашни çыншăн интереслĕ пулăм пулнă. Паян та нумайăшĕ телевизорпа тĕрлĕ фильм курма кăмăллать. Малашне вара пурте пĕрле пухăнса залра кино курсассăн мĕнле-ши? Çук, тесе хуравламĕç, кино курма клуба, культура çуртне утĕç тесе шухăшлатăп.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"