АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыравçăсене планшетпа тивĕçтереççĕ

18 марта 2016 г.

Кăçал Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне ирттерме республикăра 565 çыравçăна явăçтарма палăртнă. Вĕсене валли Росстат 255 планшет уйăрса парать. Кăçалхи ял хуçалăх çыравĕнче çыравçăсем информацие тỹрех планшета кĕртсе электрон документ хатĕрлеме пултараççĕ е ăна ятарлă хут çинче çырсассăн та юрать.

Çыравçăсем уйрăм хуçалăхсене, хресченпе фермер хуçалăхĕсене тата уйрăм предпринимательсем патне çитнĕ май информацие тỹрех планшета кĕртме е алпа çырса çырав хучĕсене хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех ял хуçалăх предприятийĕсем ыйтусене хуравласа хăйсем те хутсене çырма пултараççĕ. Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн автоматизациленĕ системи тĕрлĕ мелпе пухнă информацие шутласа пĕрлештерет. Апла пулин те планшетпа усă курса электрон мелпе хатĕрленĕ документсене шутлама çăмăлрах та, хăвăртрах та.

2006 çулхи ял хуçалăх çырав ĕçне районти 85 çынна явăçтарнă. Вĕсенчен 11-шĕ инструкторта тăрăшнă, 68-шĕ çыравçă пулнă. Кăçалхи ĕçе 30 çын хутшăнать. Вĕсенчен 4-шĕ - инструктор, 24-шĕ - çыравçă.

Н.ВОРОНОВА,

çырав ыйтăвĕсен районти уполномоченнăйĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика