АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мартăн 19-мĕшĕ - паллă кун

18 марта 2016 г.

 Тинĕс ай кимми çинчи моряксен уявне 1906 çултанпа палăртма пуçланă.

Раççей императорĕн II Николайăн указĕпе çар флочĕн шутне çĕнĕ карапсене - шыв ай киммисене - кĕртнĕ, Раççей флочĕ вара шыв айĕн ишекен 20 караппа пуянланнă.

1917 çулхи октябрь революцийĕ хыççăн асăннă уява палăртассине пăрахăçланă. Сакăр вунă çула яхăн иртсен кăна ăна çĕнĕрен чĕртсе тăратнă. Главнокомандующи Феликс Громов адмирал 1996 çулта подводник моряксен кунне çулсеренех мартăн 19-мĕшĕнче уявлама хушнă.

Пĕр-пĕрне тĕл пулсан арçынсем хăш вăхăта ытларах аса илеççĕ тетĕр? Паллах, çарта пулнă çулсене. Çав çулсем чи хаваслă самантсемпе - çамрăклăхпа - çыхăннă-çке. Хĕсметре тупăннă юлташсем туслăха ĕмĕрĕпех упрани те пулкалать. Акă, Тинĕс-çар флотĕнче служба ирттернĕ ентешсем те районта "Морское братство" обществăлла организаци йĕркеленĕ. Эпир подводник моряксене тата Раççей тинĕс ай флочĕн ветеранĕсене професси уявĕ ячĕпе хĕрỹллĕн саламлатпăр. Пурне те хурçă евĕр çирĕп сывлăх, пурнăçра, ĕçре, службăра ăнăçу сунатпăр. Çемьесенче мăшăрĕсене, ашшĕсене тата ывăлĕсене яланах ырă кăмăлпа, ăшă кулăпа кăна кĕтсе илччĕр.

"Морское братство" обществăлла организацин йĕркелỹ комитечĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика