АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтусене ял çыннисемпе сỹтсе явнă

18 марта 2016 г.

 Мартăн 16-мĕшĕнче республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ пулнă май, района Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Ольга Казарина, Финанс министерствин казначейство управленийĕн начальникĕ Игорь Смирнов, "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов килсе çитрĕç. Чи малтанах вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Самаркинпа, пай начальникĕсемпе, специалисчĕсемпе тĕл пулчĕç, информаци кунĕнче уçăмлатма палăртнă темăсене сỹтсе яврĕç. Шупашкартан килнĕ ушкăн членĕсем çеç мар, район администрацийĕн специалисчĕсем те ялсене çитсе ĕç коллективĕсемпе, халăхпа тĕл пулчĕç.

П.С.Красновпа А.А.Самаркин Комсомольскинче тата Кĕçĕн Каçалта йĕркеленĕ граждансен пухăвĕсене хутшăнчĕç. Çавна май, чи малтанах, информаци кунĕн темисемпе паллаштарчĕç, ял çыннисене мĕн пăшăрхантарнипе кăсăкланчĕç.

Чи анлă ыйтусенчен пĕри - Чăваш Республикин 2015 çулхи экономикипе социаллă аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тата 2016 çулхи тĕллевсем. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнасси, çурхи шыв-шуртан асăрханса тĕрлĕ мероприятисем ирттересси те кун йĕркинче. Кунсăр пуçне çурхи ака ĕçĕсене те вăхăтра ирттермелле.

Паянхи куна илсен, районта çурхи шыв-шура ирттерсе яма, ака ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама хатĕр. Çуракине хатĕрленсе ял хуçалăх предприятийĕсенче çине тăрсах ĕçлеççĕ: вăрлăх хатĕрлеççĕ, минераллă удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материал кỹрсе килеççĕ, техникăна юсаççĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлемелли пур-ха, кăçал районта пушарсен шучĕ палăрмаллах ỹснĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 6 хутчен вут-çулăм алхаснă, 2 çын пурнăçĕ вăхăтсăр тăтăлнă. Чылай тĕслĕхре вара шăпах çын айăпĕпе пушар тухнă.

"Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕнче пулчĕ. Чи малтанах вăл ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсемпе тĕл пулчĕ. Çавăн пекех вырăнти почта уйрăмĕнче, культура çуртĕнче, ялти библиотекăра ĕçченсемпе, ял çыннисемпе курнăçрĕ, информаци кунĕн темисемпе паллаштарчĕ. Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕнче ĕçчен халăх пурăннăран вĕсем ял хуçалăх продукцийĕ çав тери йỹнĕ пулнипе кăмăлсăр.

- Сĕт хакĕ çав тери пĕчĕк. Пĕр килограмшăн 16 тенкĕ тỹлеççĕ. Сĕт хакне мĕнле те пулин ял çыннин кăмăлне тивĕçтермелле йĕркелеме пулать-ши? - пăшăрханса ыйтрĕ Владимир Казаков фермер. Килти хушма хуçалăхра çитĕнтерекен пахчаçимĕçĕн сутлăх хакĕ те ял çыннисене тивĕçтермест.

Ял хуçалăх продукцийĕ йỹнĕ пулни ялта пурăнакансене ура хурать. Вĕсем çулла, кĕркунне тăрăшса ĕçлени кăлăхах-ши?Асăннă ыйтусем Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕнче пурăнакансен çеç мар, ытти ялсенче тĕпленнисен те чун ыратăвĕ. Çапах та вĕсем пахчаçимĕçе тата сĕте аванрах хакпа сутса тупăш илес шанчăка çухатмаççĕ.

Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Ольга Казарина, район администрацийĕн экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Светлана Ульдина Урмаел ял тăрăхĕнчи Тукай Мишер вăтам шкулне тата ялти медресене çитрĕç, вĕрентекенсемпе тĕл пулчĕç. Вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине туллин хуравларĕç.

Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин пĕлтернĕ тăрăх, çуркунне ялсенче ĕç татах хутшăнать. Çурхи шыв-шура ирттерме хатĕр пулмалла, пушартан сыхланмалли мероприятисене йĕркелемелле, юр ирĕлнĕ хыççăн тухакан çỹп-çапа тасатмалла, çурхи ака ĕçĕсене хатĕрленмелле. Шăпах вĕсем çинчен калаçрĕç те Урмаел ял тăрăхĕн çыннисемпе. Паянхи куна ку тăрăхра çивĕч ыйтусенчен пĕри - Тукай Мишер вăтам шкулĕнче автобус çукки. Ятарлă транспорт пулманран ачасемпе район центрĕнче иртекен ăмăртусене, олимпиадăсене тухса çỹреме кансĕр. Вырăнти медресере микроавтобус пур, вăтам шкул администрацийĕ вĕсемпе килĕшỹ çырасшăн, транспорта арендăна илесшĕн.

Ольга Казарина тата Светлана Ульдина, Минзаит Зайнуллин медресере муфтин вĕренỹпе, çамрăксен ĕçĕсен çумĕпе Наил Ямалутдиновпа тĕл пулчĕç. Наил Аглеметдинович медресере иртекен уроксем тата тĕрлĕ кружоксем пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Кунта ачасемпе пĕр танах аслисем те араб тата акăлчан чĕлхисене вĕренеççĕ. Спорта кăмăллакансем сывлăхне çирĕплетме спортзала пуçтарăнаççĕ. Урмаел ял тăрăхĕнче 5000 ытла çын пурăнать. Пурте туслă тата пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕр. Çамрăксем ялта тĕпленеççĕ, çурт-йĕр хăпартаççĕ. Çуралакансен шучĕ вилнисенчен икĕ хут нумайрах.

Ял çыннисене хумхантаракан ыйтусене информаци кунĕн членĕсем яланах шута илсе, ăна çитес вăхăтра татса пама е хуравлама шантараççĕ. Апла пулсассăн ялсене çитсе халăхпа тĕл пулнин витĕмĕ пурах.

Акă иртнĕ уйăхра Комсомольски ял тăрăхĕнче пурăнакансем "Кĕтне" ФСК-на çỹренĕ май бассейна кĕме медицина справки кирлĕ е çук тесе интересленнĕ.

Бассейна çỹреме медицина справки кирлĕ мар, мĕншĕн тесен шыва хлор ионĕпе дезинфекцилеççĕ. Хлор ионне "Эмовикс" препаратпа хутăштараççĕ. Ятарлă станци шыври хлор шайне тытса тăрать. Çавна май шыв сывлăхшăн сиенсĕр тата чир-чĕр ерес хăрушлăх çук.

А.ЕФРЕМОВА,

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика