15 марта 2016 г.
Район çыннисене ыркăмăллăх акцине хутшăнма чĕнетпĕр. Эсир, кашниех ырă ĕç туса, кĕнеке парнелесе библиотека фондне пуянлатма пултаратăр. Сирĕн килти библиотекăра пĕрре кăна мар вуласа тухнă кĕнекесем пур пулсассăн, вĕсене районти тĕп библиотекăна илсе килсе пама пултаратăр. Вĕсемпе ыттисем те савăнсах паллашĕç, вуласа савăнĕç.
Ыркăмăллăх акцине кашни çулах йĕркелетпĕр, çавна май библиотека фончĕ çĕр-çĕр кĕнекепе пуянланчĕ. Куншăн, паллах, чи малтан район çыннисене тав тăватпăр. Кăçал та кашниех акцие хутшăнасса шанатпăр.
Хаклă вулакансем, сиртен кĕнекесем кĕтетпĕр.
Л.Морозова.
Источник: "Каçал Ен"