15 марта 2016 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулине йĕркеленĕренпе 2019 çулта - 550 çул тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 2020 çулта 100 çул çитнине уявлама хатĕрленес тата ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен ушкăн членĕсемпе черетлĕ лару ирттернĕ.
Тĕп мероприятисен планĕнчи улшăнусене пăхса тухнă. Вĕсем федераци шайĕнчи саккунсем, Раççей Федерацийĕнчи субъектсен юбилей датисене федераци шайĕнче уявлассине йĕркелесе пыраканнисем, улшăннипе çыхăннă.
Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - РФ Президенчĕн Указне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе асăннă мероприятисене ирттерме хатĕрленес ĕçе федераци министерствисемпе çыхăну тытса йĕркелесе пыраççĕ.
Михаил Игнатьев çакна та пĕлтернĕ: юлашки çулсенчи экономикăри лару-тăрăва пула мероприятисене пурнăçлас ĕçе финанспа тивĕçтерессине пĕчĕклетме тивнĕ.
Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленессипе тата ăна уявлассипе çыхăннă тĕп мероприятисен планĕн проектне пуш уйăхĕн 20-мĕшĕччен хатĕрлесе çитерме сĕннĕ.
Источник: "Каçал Ен"