15 марта 2016 г.
Мартăн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе, Вĕренỹ комитечĕн председателĕн çумĕпе Алена Аршиновăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Калаçу вăхăтĕнче вĕсем регионта вĕренĕве аталантарассипе çыхăннă ыйтусене, çĕнĕ шкулсем хута ярассине сỹтсе явнă. "Чăваш Енре шкул çулне çитмен ачасем валли учрежденисем хута ярас программа туллин пурнăçланнă. Раççей Федерацийĕн премьер-министрĕ Дмитрий Медведев нумаях пулмасть Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа пулнă май, ун чухне те кун пирки çирĕплетсех каланă. Çитес вăхăтра шкулсене модернизацилеме тата 25 млрд тенкĕ куçарса парассине пĕлтерчĕ", - тенĕ Михаил Игнатьев. Паянхи кун чи çивĕч ыйту - Шупашкарти шкулсенче ачасене икĕ сменăпа вĕрентессине пăрахăçласси тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Тĕлпулура халăха кăсăклантаракан ыйтусем тавра сăмах пуçарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ тĕнчери йывăрлăхсене пула, сахал тупăшлă çемьесене ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн субсиди мелĕпе пулăшма республика бюджетĕнче пĕлтĕрхипе танлаштарсан укçа-тенкĕ ытларах пăхса хăварнине пĕлтернĕ. "Эпĕ тăтăшах республикăра пурăнакансемпе тĕл пулатăп. Çынсем хĕллехи вăхăтра çурт-йĕр таврашĕнче юра кирлĕ пек пуçтарса тирпейлеменнишĕн пăшăрханаççĕ. Хăшĕ-пĕрисем управляющи компанисен ĕçĕсемпе кăмăлсăр. Ыйтусемпе кулленех ĕçлетпĕр. Нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕп юсав ĕçĕсем пурнăçлама пуçтаракан укçа-тенкĕ ыйтăвĕ те кун йĕркинчех. Çынсем укçа-тенкĕ ăçта кайнине ăнлансах пĕтереймеççĕ. Çак вăхăтрах вара политика оппоненчĕсем çынсене суя хыпарпа пăтраштарма та пăхаççĕ. Кун пек йĕркесĕрлĕх кăлăхах. Граждансем суя çынсене ĕненмеççĕ",- тенĕ Алена Аршинова.
Источник: "Каçал Ен"