15 марта 2016 г.
Мартăн 10-мĕшĕнче Мускавра ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕпе Михаил Меньпе курнăçнă. Ĕçлĕ тĕлпулăва çавăн пекех Чăваш Енĕн строительство министрĕ Олег Марков та хутшăннă.
Тĕлпулура пурăнмалли çурт-йĕр строительствипе, нумай хутлă çуртсене тĕпрен юсама укçа пухассипе, граждансене кивĕ çуртсенчен куçарассипе, йăлари хытă каяшсене вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. Михаил Игнатьев граждансене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ĕçре эконом-класс йышши çуртсен строительствине аталантарни пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. Хальхи вăхăтра республикăра территорисенчи комплекслă строительствăн 56 проекчĕ пурнăçланать. "Çурт-йĕр - Раççей çемйи валли" программăпа килĕшỹллĕн 210 пин тăваткал метртан кая мар экономкласс йышши çурт-йĕр тума палăртнă.
Михаил Васильевич республика социаллă программăсене туллин пурнăçлассине палăртнă. Граждансене юхăннă çуртсенчен куçарасси ăнăçлă пырать. 13,1 пин çынран 6,5 пинĕшне хăтлă çуртсене куçарнă та ĕнтĕ. Программăна 50 процент пурнăçланă, 2017 çулта ку ĕç туллин вĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсене илес-тĕк - 5,7 пин ытла çын пурăнмалли условисене лайăхлатнă.
Михаил Мень 2016 çулта вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсене пурне те çурт-йĕрпе тивĕçтермеллине палăртнă. Вăл çĕршыври экономика лару-тăрăвĕ çăмăл маррине пăхмасăр регион çурт-йĕр строительстви енĕпе аван ĕçленине çирĕплетнĕ.
Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Михаил Игнатьев ЧР Правительстви тата РФ Строительство министерстви тачă çыхăну тытса ĕçленине каланă. "Рынокра çурт-йĕр туянасси чакнине йышăнатпăр, комплекслă строительство объeкчĕсем тĕлĕшпе те çивĕч ыйтусем пур. Республика строительство ĕçĕсен 2015 çулхи хăвăртлăхне упраса хăварни пысăк пĕлтерĕшлĕ", - тенĕ Михаил Васильевич.
Федераци министерстви Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче каяшсене сортлакан станцисен строительствине хушма пулăшу кỹрес ыйтусене сỹтсе явнă. Çакă каяшсене туллин сортласа экологи ыйтăвĕсемпе килĕшỹллĕн тĕп тăвассине тивĕçтерме май парĕ.
ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.
Источник: "Каçал Ен"