11 марта 2016 г.
Мартăн 5-мĕшĕнче Комсомольски вăрман уçланкине пухăннисем йĕлтĕрпе чупса ăмăртрĕç. Район администрацийĕн специалисчĕсем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен, учрежденисен представителĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн эстафетăра тупăшрĕç. Спортпа туслисене, йĕлтĕрпе чупма кăмăллакансене район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин саламларĕ, ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ.
Чи малтанах район администрацийĕн тата ял тăрăхĕсен командисем старта тухрĕç. Йĕлтĕрçĕсем хушшинче тупăшу чăнахах та хĕрỹ пулчĕ. 8 командăран финиша чи малтан Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн команди çитрĕ. Иккĕмĕш вырăнта - район администрацийĕн команди. Комсомольски ял поселенийĕн команди виççĕмĕш пулчĕ. Предприятисемпе организацисем хушшинче районти тĕп больница командине çитекенни пулмарĕ. "Слава картофелю" агрофирма команди эстафетăра иккĕмĕш пулчĕ. Районти 2№-лĕ налук инспекцийĕ виççĕмĕш вырăна алăран вĕçертмерĕ.
Эстафетăна хутшăннă маттур та хастар спортсменсене вара ятран асăнса хăварни вырăнлă пулĕ. Вĕсем пушă вăхăт тупса йĕлтĕр сыраççĕ, хăйсем çеç мар, çемйипех спортпа туслă. Сăмахран, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн командин спортсменĕсем Н.Васильев, Н.Волков, О.Кокшина, С.Свеклова - чи хăвăрт чупаканнисем. Çавăн пекех районти тĕп больница ĕçченĕсем те тĕрлĕ ăмăртура маттур. Акă, Надеждăпа Николай Волковсем, Алексей Самаркин йĕлтĕр сырса старта тухма ỹркенмеççĕ. Районти налук службин специалисчĕсем М.Иванов, Д.Хлебников, И.Басникова, Л.Рыжова йĕлтĕрпе чупма маттур.
Ыттисем те вĕсенчен тĕслĕх илессе шанатпăр. Спорт сывлăха çирĕплетнине асра тытасчĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"