11 марта 2016 г.
Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ тĕлне статистиксем Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн кăтартăвĕсене тĕпе хурса Чăваш Енĕн ялта пурăнакан вăтам арçыннăн сăнне уçăмлатнă. Мĕнлерех вăл? Ку вара Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçĕ çывхарнипе çыхăннă.
2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 577,3 пин арçын пурăнать, вĕсенчен 41 проценчĕ ял тăрăхĕнче тĕпленнĕ. Пĕтĕм Раççейри юлашки çырав кăтартăвĕсемпе килĕшỹллĕн, ялта пурăнакан арçынсенчен 61 проценчĕ - çемьеллĕ, вĕсенчен 10 проценчĕ вара хут уйăрттарса пĕрлешмен. 2015 çулта ял тăрăхĕсенче 3559 арçын авланнă, вĕсенчен 32-шĕ - урçа, 488-шĕ - уйрăлнисем, иккĕмĕш хут çемье çавăрнă. Ялсенче пурăнакан арçынсенчен чылайăшĕ 25-29 çулсенче авланать. Уйрăлакансем вара - 30-34 çулхисем, вĕсенчен 28 проценчĕ - ялта пурăнакансем.
Ялти арçынсенчен 46 проценчĕ професси пĕлĕвĕ илнĕ, 30 проценчĕ - вăтам пĕлỹллĕ.
Шел пулин те, ялта пурăнакан арçынсем ытларах вилеççĕ, малтанхи кăтартусемпе килĕшỹллĕн 2015 çулта 4,2 пин çын çĕре кĕнĕ. Ку кăтарту хулари арçынсен вилеслĕхĕнчен 1,4 хут пысăкрах. Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлакан сăлтавсен шутĕнче - юн çаврăнăшĕн системин чирĕсем (1,3 пин ар вилнĕ). Ку - пĕтĕм арçынсен 32 проценчĕ. Иккĕмĕш вырăнта çул-йĕр тата сарăмсăр инкексем тата ытти... Иртнĕ çулта çак сăлтавсене пула арçынсенчен 22 проценчĕ вăхăтсăр вилнĕ. Виççĕмĕш вырăнта - онкологи чирĕсемпе тĕрлĕ шыçăсем (13 процент).
Нумай пурăнас тесессĕн мĕн çимелле-ши? Ялта пурăнакан çынсем пирки калас пулсан, вĕсем апата тиркемеççĕ, мĕн пуррипе апатланаççĕ. 2015 çулхи тишкерỹ хулари çынсем ялтисенчен лайăхрах апатланнине кăтартать. Тĕслĕхрен, ялтисен 91,5 проценчĕ аш-какайпа апатланать, хуларисенчен - 95,1 проценчĕ. Ялтисен 35,6 проценчĕ пулăран апат хатĕрлет, хуларисенчен 35,8 проценчĕ тата ялтисен 76,7 проценчĕ кашни кун е эрнере темиçе хутчен сĕт-çупа апатланать. Ялти арçынсенчен 52,1 проценчĕ çеç кашни кунах тирĕк çине пахча-çимĕç хурать, хуларисенчен - 72,1 проценчĕ. Улма-çырлапа та çакăн пекех лару-тăру, унпа ялтисен 56,9 проценчĕ апатланать, хуларисенчен 68,8 проценчĕ.
Ялта çуралнисенчен ытларахăшĕ хулана пурăнма куçать. Ку пĕлỹ илнипе, ĕçе вырнаçнипе çыхăннă. Тĕслĕхрен, 2015 çулта ялтан 9335 арçын тухса кайнă пулсассăн, 7636-шĕ хулара тĕпленнĕ, ыттисем республика тулашне тухса кайнă.
2015 çулта ялта пурăнакансен вăтам ĕç укçи 14636 тенкĕпе танлашнă. Çавăнпа пĕрлех чи пысăк ĕç укçи Шупашкар районĕнче, чи пĕчĕкки - Улатăр районĕнче. Тишкерсе пĕтĕмлетнĕ тăрăх, 2015 çулта 15-72 çулсенчи арçынсенчен 141,6 пинĕшĕ ĕçлеме юрăхлине кăтартаççĕ, вĕсенчен 94,1 проценчĕ ĕçлет, 5,9 проценчĕ - ĕçсĕр. Ĕçсĕррисем хушшинчен 58 проценчĕ - 20-39 çулсенчи арçынсем.
Пушă вăхăтра мĕн тăваççĕ-ши ялти арçынсем? 2014 çулхи кăтартусемпе 58,5 проценчĕ активлă канăва суйлать. Вĕсенчен 44,32 проценчĕ хоккейла, футболла, волейболла вылять, 23,9 проценчĕ туризмпа кăсăкланать, 18,3 проценчĕ спорт секцийĕсене çỹрет, 13,9 проценчĕ ишме юратать, 1 проценчĕ фитнеса çỹрет.
Паллах, ялта пурăнакан арçынсем кашниех уйрăм. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, ял арçыннин портречĕ кирлĕ пекех пулса тухмасть. Пирĕн герой 50 çулта, пĕлỹллĕ, активлă, çемьене хаклать. Унăн ĕç укçи пысăках мар, çавăнпа та ялти арçынна вăл укçа ĕçлесе илме каймасан ăна çемьене тăрантарать теме çук. Вăтам ял арçынни апата тиркемест, пушă вăхăтра активлă пурнăç йĕркине пăхăнать. 62 çула яхăн пурăнать, мăшăрне тупма унăн шанăç хĕрарăмăннинчен пысăкрах. Шел пулин те, сывлăха упрассине тивĕçлипе хакламасть тата сывă пурнăç йĕркине тытассине тĕпе хумасть. Ку енĕпе хăйне ырă енне улăштарас тăк чăннипех тĕслĕх пулса тăмаллискер вăл.
Источник: "Каçал Ен"