АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ

11 марта 2016 г.

Хальхи вăхăтра чылай çамрăк аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн хулара тĕпленсе пурăнма кăмăллать. Ара, унта пурнăç "вĕрет", пурăнма интереслĕрех те. Чăн та, кама мĕнле пулĕ, паллах. Хăшĕ-пĕри пачах унта талпăнмасть, тăван тăрăха таврăнать, ĕç вырăнĕ тупса ялтах тăрăшать.

Вĕсенчен пĕри - Кĕçĕн Çĕрпỹел ялĕнче çуралса ỹснĕ Екатерина Антонова. Катя ашшĕпе-амăшĕшĕн чăн-чăн мухтав. Мĕн пĕчĕкренех тĕрлĕ енлĕн аталаннă хĕр вĕсене савăнтарать. Екатерина пуçласа аллине киçтĕк тытсанах дизайнер-художник пулма ĕмĕтленнĕ. Ỹкерме хăнăхнă, ăсталăхне районти искусство шкулĕнче туптанă. 2011 çулта Кĕçĕн Çĕрпỹелти вăтам шкула пĕтерсенех вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне çул тытнă. Экзаменсене ăнăçлă панă хĕр студент пулса тăнă. Çамрăк хĕр университетра пушă ларман, активлă пурнăç йĕркине пăхăннă. Ỹнер, сăнỹкерчĕксен фестиваль-конкурсĕсене, наукăпа практика конференцийĕсене хутшăннă, çĕнтерỹçĕсен йышĕнче те пĕрре кăна мар пулнă. Сăмахран, Екатерина диплом ĕçĕ валли 5 тумран тăракан коллекци хатĕрленĕ. Халĕ те вăл хăйне валли çеç мар, çывăх тăванĕсемпе юлташĕсем валли тĕрлĕ кĕпе хатĕрлесе çĕлеме ĕлкĕрет.

Çамрăк хĕрĕн тепĕр таланчĕ - тĕрлĕ сăнарсене шурă хут çине куçарасси. Катя час-часах юханшыв хĕрринче алла кăранташпа хут тытса ỹкерет. Таврари çутçанталăк темрен çывăх пулсассăн та, çамрăк ỹнерçĕ çынсене, вĕсен ĕçне хут çинче çутатса пама ытларах кăмăллать.

2015 çулта вĕрентекен дипломне алла илсен Екатерина тăван яла таврăннă, Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕнче технологипе рисовани предмечĕсене вĕрентме тытăннă. Çур çул хушшинче Екатерина Васильевна вĕренекенĕсем районти, республикăри тата регионти конкурссене хутшăнса малти вырăнсене те йышăннă. Акă, нумаях пулмасть 7-мĕш класра пĕлỹ пухакан хĕрсем районти наукăпа практика конференцийĕ валли чăваш халăх йăли-йĕркине, эрешĕсене тĕпе хурса çĕленĕ кĕпепе 2-мĕш вырăна тухнă. Çак кĕпене хĕрсем хăйсемех шутласа кăларса, ятарлă эскизсемпе çĕленĕ. Кунĕн-çĕрĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшнă.

Екатерина Васильевна каланă тăрăх, шкулта вăл уйрăмах 7-мĕш класри пултаруллă ачасемпе ĕçлеме юратать.

- Акă, Есения Любимова çав тери маттур. Вăл ытти ачасем пек компьютер, планшет умĕнче вăхăта ирттермест, ỹкерме, çыхма юратать. Ашшĕ-амăшĕ, Ольга Семеновнăпа Юрий Николаевич Любимовсем, хĕрачана яланах хавхалантарса пыни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сĕнỹ-канаш параççĕ, çĕлеме, çыхма вĕрентеççĕ, - терĕ Екатерина Васильевна хĕрпе паллаштарса.

Есения тантăшĕ Вероника та шурă хутпа киçтĕк алăра чухне тулли кăмăлтан ỹкерет. Пушă вăхăтра амăшĕпе пĕрле фортепианопа калама вĕренет.

Екатерина Васильевна, Есения тата Вероника çак ĕçе куллен аталантарса, пĕлĕвне ỹстерсе пыма ĕмĕтленеççĕ. Сăмахран, апрель уйăхĕнче республикăри наукăпа практика конференцине хутшăнасшăн, этностиле тĕпе хурса кĕпесен коллекцине хатĕрлеме ĕмĕтленеççĕ.

Екатерина Васильевна вара яла таврăннишĕн пĕрре те ỹкĕнмест. Вĕренекенсем конкурссенче малти вырăнсене йышăнни çамрăк вĕрентекене ĕçлеме хавхалантарать.

Екатерина пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă.

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика