11 марта 2016 г.
Мартăн 14-мĕшĕнче Раççейре, çавăн пекех Чăваш Енре те, "Вилĕм ăçта сутнине пĕлтер" профилактика мероприятийĕ пуçланать.
Вăл мартăн 25-мĕшĕччен тăсăлĕ. Асăннă акци Чăваш Енре тăххăрмĕш хут иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ - наркопритонсене тупса палăртасси, наркотик хутăшĕллĕ япаласене сарассине чарасси, çивĕч ыйтăва татса парассине халăха явăçтарасси, пĕлтересси. Акци вăхăтĕнче наркотике ăçта сутнине пĕлтерме çеç мар, наркотикпе айкашакансене сиплемелли, реабилитацилемелли пирки специалистсенчен те канаш илме пулать. Çынсен наркотике хирĕç кĕрешес ĕçре хăйсен сĕнĕвĕсене те пама юрать.
Источник: "Каçал Ен"