11 марта 2016 г.
Право йĕркине пăсакан çул çитмен ачасемпе профилактика мероприятийĕсем ирттерессине лайăхлатас тĕллевпе районти шалти ĕçсен пайĕпе профилактика органĕсем февралĕн 24-мĕшĕпе мартăн 24-мĕшĕччен "Полици тата ачасем" акцин пĕрремĕш тапхăрне йĕркелеççĕ.
Çавна май иртнĕ кунсенче çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хỹтĕлекен комисси опекăпа попечительство органĕн представителĕсемпе, районти тĕп больницăн врач-наркологĕпе Л.Ярышевăпа пĕрле Урмаел ял поселенийĕнче пулнă. Унта пурăнакан, учетра тăракан çул çитмен ачасене тата ăнăçсăр çемьесене тĕрĕслес тĕллевпе рейд ирттернĕ. Вырăна çитсе ачасемпе, ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулнă. Районти вĕренỹ учрежденийĕсене çитсе профилактика калаçăвĕ ирттернĕ.
Р.ЖУКОВА,
районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕ
Источник: "Каçал Ен"