АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăксене апатланма - сырăшсем

04 марта 2016 г.

 Февраль уйăхĕ хыçала юлчĕ. Çанталăк ăшăтрĕ те, сивĕтрĕ те. Çак вăхăтра уйрăмах кайăксене çăмăл мар. Апат шыраса вĕсем таçта та çитеççĕ. Акă, вĕсене пулăшас тесе эпир те, класĕпех, кайăксем валли сырăшсем ăсталарăмăр. Шкулта йĕркеленĕ конкурсра та чи хастаррисем пултăмăр.

Акă, Илюша Исаев, бутылкăпа пластик турилккерен сырăш тунă. Данил Салаев пĕчĕк вут пуленкисенчен ăсталама май çитернĕ. Шурик Шиков кайăксене апатланмалли вырăна поликарбонат татăкĕсенчен хатĕрленĕ. Венера Кургузован сырăшĕ вара чăн-чăн пĕчĕк пỹртрен пĕрре те кая мар. Дима Филиппов, Аня Иванова, Лена Евдокимова вĕренекенсем те ĕçе тĕплĕн пурнăçланă. Кунта, паллах, атте-анне пысăк пулăшу кỹнине те палăртса хăвармалла. Вĕсем пире сырăшсене тума вĕрентрĕç те.

Эпир ăсталанă сырăшсенче тĕрлĕ кайăк апатланать. Тырă, тĕрлĕ кĕрпе, çăкăр, аш-какай татăкĕ паратпăр кайăксене. Вĕсене хĕллехи вăхăтра пăхса тăрасси - пирĕн тивĕç.

Ачасем, эсир кăçал сырăшсем ăсталанă-и? Унта кайăксем вĕçсе килсе апатланаççĕ-и?

Хырхĕрри тĕп шкулĕн 4-мĕш класĕнче пĕлỹ пухакансем.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика