04 марта 2016 г.
Манăн анне Галина Николаевна. Вăл Асанкасси ялĕнче çуралнă. Асанкасси вăтам шкулĕнче ăс пухнă хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн чăваш филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. 2001 çулта университетран вĕренсе тухнă. Çав çулах Асанкасси вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература учителĕнче ĕçлеме пуçланă. Аттепе, Сергей Николаевичпа, хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ.
Вăл ĕçчен те маттур. Кунсерен ирех тăрать те ĕçе тытăнать. Ывăнма пĕлмесĕр вăй хурать. Куллен пирĕншĕн тăрăшать, лайăх çын тăвасшăн çунать.
Эпĕ хамăн аннене юрататăп, çакă çутă тĕнчере вăл пурришĕн савăнатăп. Ăна яланах пулăшма тăрăшатăп. Аннерен хакли çĕр çинче никам та çук!
Маша ЧУМАКОВА.
Источник: "Каçал Ен"