04 марта 2016 г.
Мартăн 2-мĕшĕнче Шупашкарта ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа йĕркеленĕ канашлăва Раççей Правительствин пуçлăхĕ Дмитрий Медведев, Ольга Голодец вице-премьер, РФ вĕренỹ тата ĕçлев министрĕсем Дмитрий Ливановпа Максим Топилин, Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, регионсен ертỹçисем, бизнес представителĕсем хутшăннă. Ĕçлĕ канашлуччен Михаил Медведев Шупашкарти ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх центрĕн тата электромеханика колледжĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнă, Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ольга Голодец вице-премьер Шупашкарти "Ачалăх утравĕ" 201-мĕш ача садĕнче тата 5-мĕш гимназире пулнă.
Чăваш Ен валли те укçа квоти пур
Дмитрий Анатольевич чи малтанах пысăк пĕлтерĕшлĕ виçĕ программа çинче чарăнса тăнă: юхăннă çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтересси, шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсем тата садиксем тăвасси. Çĕнĕ те кăткăс программăна пуçăнса кивĕ шкулсене реконструкцилемелле, çĕнĕ шкулсем тумалла.
Республикăри лару-тăрупа паллаштарнă май Михаил Васильевич юхăннă çуртсенчен куçарма палăртнă 13,1 пин çемьерен 6,5 пин çынна хăтлă çурт-йĕре куçарнине палăртнă. Унпа пĕрлех, регион программипе килĕшỹллĕн, 5 е ытларах ачаллă çемьесене çурт-йĕр валли каялла тавăрса памалла мар субсидипе тивĕçтереççĕ.
Ача сачĕсен темине çĕкленĕ май, юлашки çулсенче республикăра 45 ача сачĕ хута янипе 22,2 пин вырăн йĕркеленĕ, ашшĕ-амăшĕсем ĕçе тухма май çитернĕ.
РФ Вĕренỹ министерствине Чăваш Республики шкулсем хăпартма тăватă проект тăратнă.
- 10 çул хушшинче 32 шкула реконструкцилеме тата çĕннисене хута яма тĕллев лартнă. Чи малтанах - хуласенче, мĕншĕн тесессĕн унта çĕнĕ микрорайонсем çĕкленеççĕ, - тенĕ Михаил Васильевич.
- Кăçал шкулсене хута ярас программăна пурнăçлама тытăннă. Халех 25 миллиард тенкĕ куçаратпăр ĕнтĕ. Çак шутра Чăваш Республики валли палăртнă квота та пур, - тенĕ Дмитрий Медведев.
Шупашкарти 5-мĕш гимназире тĕпчевпе эксперимент лабораторийĕпе, практика ĕçĕ-хĕлĕпе вĕренекенсене кăсăклантарассишĕн çине тăрса ĕçлеççĕ. Гимназире пулнă май Ольга Голодец "Уçă лаборатори" вĕренекенĕсен проекчĕсемпе паллашнă. Хăна кунта ачасем вĕренỹ хутлăхĕн хуçисем хăйсем пулнине палăртса хăварнă.
- Çак йăлана халĕ çĕкленекен шкулсене кĕртсе хăвармалла, - тенĕ Ольга Юрьевна.
Вице-премьер "Асамлăх утравĕ" ача сачĕн пурнăçĕпе паллашса вĕсене ỹсме, йĕркеллĕ аталанма, тавракурăмне пысăклатма кирлĕ пĕтĕм услови пуррине палăртнă. Унта вăй хуракансене - тăрăшуллă ĕçшĕн, ачасене вара тавçăрулăхĕшĕн мухтанă.
Дмитрий Медведев: "Чăваш Енре чăннипех те ырă кăмăллă, ĕçчен халăх пурăннине тепĕр хутчен курса ĕнентĕм. Республикăра çутçанталăк пуянлăхĕ çук пулин те, кунта приоритетсем суйланă, çамрăксемпе çынсене валли тĕрĕс инвестицисем хывнă. Чи паха тĕслĕхсенчен пĕри - импорта улăштарассипе электротехника кластерне лайăх аталантарни".
Палăртса хăварма кăмăллă, çĕнĕ шкулсенчен пĕри шăпах кăçал пирĕн районти Элпуç ял тăрă-хĕнче хута каймалла. Проектпа килĕшỹллĕн кунта малашне 165 ача пĕлỹ пухĕ тата 40 шăпăрлан ача садне çỹрĕ.
Хушма мерăсем паракан ятарлă программăсем ĕçсĕррисен шутне чакарма май панă. Халăха патшалăхăн пахалăхлă пулăшăвĕсемпе тивĕçтернĕ, центрсенче электронлă майпа черет йĕркеленĕ. Раççейре ĕç порталĕ вăя кĕни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Дмитрий Медведев тухса çỹрекен мобильлĕ центр ĕçĕпе паллашнă хыççăн, ĕçе пысăка хурса хакланă: "Чăваш Енре çакăн пек йĕркеленĕ ĕçе пуçласа куратăп. Тухса çỹрекен офиссем аякри ялсемпе районсенче пурăнакан çынсемшĕн çав тери усăллă". Çапах унăн шучĕпе, ĕçлевĕн электрон службине туса хума вăхăт - ку чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ утăм пулĕ.
Çавăн пекех премьер-министр Шупашкарти электротехника колледжĕн опытне ырласа йышăннă. Студентсем кунта тарăн пĕлỹ илеççĕ, производство валли хатĕр специалистсем пулаççĕ. Кăçалтан вара колледж çумĕнче регионсем хушшинче çĕнĕ центр хута каймалла. Ытларах промышленноç тата инженер технологи енĕпе специалистсене хатĕрлеме тĕллев лартнă.
Çынсене ĕçпе тивĕçтерес тата ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва тĕплĕн пăхса тухас тĕлĕшпе йĕркеленĕ канашлура РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев кăçал ĕçлевпе çыхăннă лару-тăру çивĕчлĕхне сирес, экономика аталанăвĕн тăнăçлăхне тивĕçтерес тĕллевлĕ плана алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ. Унта тĕрлĕ ĕç валли укçа уйăрмалли çăлкуçсене палăртнă. Асăннă планпа килĕшỹллĕн ĕçлеве пулăшмашкăн федераци бюджетĕнчен 3 млрд тенкĕ уйăрма пăхнă. Ку çеç те мар, резерв пур - 7 млрд тенкĕ.
Дмитрий Медведев регионсенчи ĕç-пуçпа пайăррăн кăсăкланнă май, чи малтан Чăваш Енри лару-тăрупа интересленнĕ. 2015 çулта республикăри ĕçлев центрĕсенчен пулăшу ыйтнă граждансен 82 процентне ĕçе вырнаçтарнă. 268 пин çынна кирлĕ профессие вĕ-рентнĕ, вĕсем ĕçе вырнаçасси 99 процентпа танлашнă. Юлашки виçĕ çулта инвалидсем валли 720 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Ку кăтартупа республика Раççейре чи малтисен йышĕнче.
Пăшăрхантаракан ыйтусенчен пĕри - пĕлтĕр кăна 27 пин çын официаллă мар майпа ĕçленине тупса палăртни. Унпа пĕрлех "Тракторные заводы" Концерн предприятийĕсенче ĕçлекенсен 80 проценчĕ паян тулли мар ĕç режимĕпе ĕçлет. Асăннă Концернти ĕç-пуç çивĕчленсен республикăри ĕçсĕрлĕх 7 процента çитме пултарать.
Коментари
НИКОЛАЙ МАЛОВ, "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ: "Раççей Правительствин Председателĕ, "Единая Россия" партин Председателĕ Дмитрий Медведев Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулчĕ, Шупашкарта социаллă ыйтусемпе канашлу ирттерчĕ.
Дмитрий Медведев февралĕн 5-6-мĕшĕсенче Мускавра иртнĕ ХV съездăн пĕрремĕш тапхăрĕнче Раççейре пурăнакансене пулăшмалли мерăсене, экономикăна аталантарассине "Единая Россия" партин суйлав умĕнхи программине кĕртмеллине палăртнăччĕ. Парти председателĕ программăра халăха канăçсăрлантаракан тĕп ыйтусем çине хуравсем пулмаллине асăннă. Дмитрий Медведев, "Единая Россия" партин лидерĕ пулнă май, суйлав умĕнхи программăна туса хатĕрлес комиссие ертсе пырать.
Съезд хыççăнах Дмитрий Анатольевич пĕрремĕш ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикинче пулни уйрăмах кăмăллă. Анлă канашлура ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва тата халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйтăва сỹтсе явнă.
Дмитрий Медведев кăçал социаллă экономика аталанăвĕн тăнăçлăхне тивĕçтерес тĕллевлĕ плана хатĕрлени çинчен пĕлтерчĕ. Унпа пĕрлех ĕçлеве пулăшмашкăн регионсене федераци бюджетĕнчен 3 млрд тенкĕ уйăрма пăхнă тата резерв фончĕ - 7 млрд тенкĕ.
Халăха ĕçпе тивĕçтересси, ĕçсĕррисен йышне чакарасси, экономикăн тĕп отраслĕсене - ял хуçалăхне, металлургие, хими промышленноçне, автомашинăсем тăвассине - пулăшасси партин суйлав умĕнхи программине кĕрессе шанатăп".
Источник: "Каçал Ен"