01 марта 2016 г.
Февралĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен парламентĕнчи "Справедливая Россия" фракци членĕ Владимир Михайлов хăй "Единая Россия" ячĕпе праймериза хутшăнасси çинчен хыпарланă. Çакна сăлтавланă май вăл Патшалăх Канашĕнче "СР" фракцире 4,5 çул ĕçлесе пысăк опыт пухнине çирĕплетнĕ. Анчах çак тапхăрта чунĕпе-юнĕпе "эсерсемпе" туллин пĕрлешеймен-мĕн. Чылай енĕпе вĕсемпе пĕр шухăшлă мар, çавăнпах вăл "Справедливая Россия" парти йышне те кĕмен-тĕр. Акă мĕншĕн хăйне "Единая Россия" списокĕнче праймериза хутшăнма сĕнсен ку сĕнĕве йышăннă.
Кĕтмен хыпарсем çакăнпа кăна вĕçленмеççĕ-ха. Патшалăх Канашĕнчи тĕп "эсер" те, Леонид Лукин депутат, "Справедливая Россия" фракципе сывпуллашма шут тытнă. Фракципе кăна мар, партипе те. Леонид Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх - "партирен тухма заявлени çырнă ĕнтĕ. Эпĕ хама текех çак партире курмастăп". Вăл хăйĕн çак утăмне "Справедливая Россия" партире татса паман ыйту нумаййипе, партин федераци шайĕнчи ертỹçисем Левичев, Миронов тĕлĕшпе ыйтусем çуралнипе сăлтавланă. Ăна та "Единая Россия" списокĕнче праймериза хутшăнма сĕннĕ-мĕн.
Паллах, "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн политканашĕн секретарĕнчен Николай Маловран ĕç-пуçа уçăмлатма ыйтнă.
- Суйлав кампанийĕ старт илчĕ теме юрать. "Единая Россия" ячĕпе малтанхи суйлава, праймериза, хутшăнмашкăн çыннăн 21 çултан çамрăк мар, пирĕн парти членĕ, ун майлă е партие кĕмен çын пулмалла. Пирĕн алăксем пуриншĕн те уçă. Паян пире хирĕçтерсе ярас кăмăллисем питĕ нумай, çавăнпа та пирĕн пĕрле пулмалла, пĕрлешмелле. Çу уйăхĕн 22-мĕшĕ - малтанхи сасăлав кунĕ. Унта хутшăнас кăмăллисене эпир пурне те тарават,- тенĕ Николай Владимирович.
Аса илтеретпĕр, юлашки вăхăтра ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем хăйсен партинчен кайнине пĕлтереççĕ. Сăмахран, Дмитрий Евсеев КПРФ партинчен кайнă. Халĕ тата - Владимир Михайловпа Леонид Лукин.
("ХЫПАР").
Источник: "Каçал Ен"