01 марта 2016 г.
Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта иртнĕ "Пурнăçшăн тăрăшмалла" обществăлла форум ĕçне хутшăннă. Пухăннисем сывлăха упрассипе çыхăннă ыйтусем тавра тĕплĕн канашланă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта усал чир-чĕртен асăрханас тĕлĕшпе сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем сахал мар тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленине, халăха пĕрремĕш пулăшу парас, ял тăрăхĕсенче тата ытти сиплев учрежденийĕсенче çав тери пысăк ĕçсем тунине палăртнă. Халăх медицина пулăшăвĕн пахалăх шайĕпе кăмăллă пулни те куçкĕретех.
Пирĕн çĕршывра мĕн пур чирсенчен чи анлă сарăлнисенчен пĕри - шыçă чирĕ (халăхра ăна рак чирĕ теççĕ). "Атăлçи федераци округĕнчи регионсем хушшинче, Чăваш Енре ракпа чирлисен шучĕ сахал. Çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси çине çав тери пысăк тимлĕх уйăраççĕ медицина ĕçченĕсем", - тенĕ Михаил Игнатьев. 2015 çулта Республикăри онкологи диспансерĕн çĕнĕрен çĕкленекен хирурги корпусĕн строительство ĕçне 431 млн тенкĕ тăкакланă. Пуласлăхра хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан медицина хатĕрĕсене туянма тата 220 млн тенкĕ куçарма палăртса хунă.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова шыçă чирне маларахри тапхăрсенче тупса палăртассипе йĕркеленĕ мероприятисен ĕçĕпе тĕплĕн паллаштарнă. Министр çак чире ытларах çынсене диспансеризаци кăларнă чухне тупса палăртнине асăннă. Паянхи кун халăх хушшинче çынсен кăкăр шыççин чирĕ анлă сарăлнине пĕлтернĕ. Форумăн тĕп тĕллевĕ - ертỹçĕсен хăйсен предприятийĕсемпе организацийĕсенче ĕçлекенсене диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр вăхăтра кăларасси.
Источник: "Каçал Ен"