26 февраля 2016 г.
Февралĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енре РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулса ĕçлĕ канашлусем ирттерчĕ. Çавна май чи малтанах Чăваш Енри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен экономикăпа социаллă аталанăвĕн, "Тракторные заводы" Концернăн малашнехи тĕллевĕсен ыйтăвĕсемпе калаçнă.
РФ Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ, Чăваш Республикин влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсем муниципалитета аталантармалли актуаллă ыйтусене, халăха ĕçпе тивĕçтерессине, ял хуçалăхне аталантарассине, Раççей Президенчĕн май уйăхĕнчи Указĕсене ĕçе кĕртессине, социаллă инфраструктура объекчĕсене тăвассине сỹтсе явнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра обществăпа политика лару-тăрăвĕ çирĕп пулнине асăннă.
- Муниципалитетсен экономикăпа социаллă аталанăвне пĕтĕмлетнĕ май, тăтăшах халăхпа тĕл пулни тĕрлĕ ыйтăва сỹтсе явса уçăмлатма май парать. Кашни уйăхрах республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ ирттерни ял çыннисемпе уçă калаçу йĕркелеме, вĕсен ыйтăвĕсене шута илме пулăшать, - тенĕ Михаил Игнатьев.
"Тракторные заводы" Концерн предприятийĕсенчи лару-тăрăва сỹтсе явнă май, Михаил Бабич унăн ĕç-хĕлĕ республика аталанăвĕ çине витĕм кỹнине палăртнă. Концерн предприятийĕсенче финанс лару-тăрăвĕ йывăр. 2015 çулта ăсатнă продукцин калăпăшĕ 2014 çулхинчен 2,3 хут сахалрах. Çавна май Раççей Президенчĕ предприятие ĕçлеттерессипе финанс ыйтăвĕсене татса пама хушнă.
Михаил Бабич "Тракторные заводы" Концерн ертỹçисене тата регионти влаç органĕсен лару-тăрăва уçăмлатма кирлĕ мерăсем йышăнмаллине, ĕçченсене ĕçпе тивĕçтермеллине палăртса хăварнă, ыйтусене татса парассинче пулăшма шантарнă.
Çак кунах Атăлçи федераци округĕнчи регионсем 2016 çулхи ака ĕçĕсене епле хатĕрленнине тата агропромышленноç комплексĕсене кредит парассине сỹтсе явнă.
- 2015 çулхи кăтартусемпе ял хуçалăх çитĕнĕвĕсем куç кĕретех. Эпир паян, нумай предприяти таварçаврăнăшне ỹстернине куратпăр. Экономика енчен çăмăлах мар луру-тăрура та ял хуçалăх предприятийĕсене модернизацилессине инвестици хываççĕ, импорт таварĕсенчен хăтăлас тесе производствăсене туллин ĕçлеттереççĕ, - тенĕ вăл.
Паян уйрăмах инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртес ĕçре кредит пулăшăвĕ пысăк витĕм кỹрет. Раççей Ял хуçалăх министерстви округра импорта улăштарассипе инвестициллĕ 125 проекта палăртнă. Кăçал тата çĕнĕ 191 проекта ĕçе кĕртмелле. Çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме округра пĕтĕмпе 79,6 млрд тенкĕ кирлĕ. Асăннă виçерен 40 млрд тенки - кредит пулăшăвĕ.
Регионсенче Раççей Ял хуçалăх банкĕпе килĕшсе ĕçлени курăмлă. 2016 çулта банк уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама, 2015 çулхипе танлаштарсан, 60 процент ытларах кредит панă.
- Малашне те ял хуçалăхне аталантарасси Чăваш Республикин Правительствин, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен кун йĕркин тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри пулса тăрать. Европа тата Хĕвеланăç çĕршывĕсенчен тавар кỹрсе килме чарнине шута илсе, пирĕн аграрисем валли çĕнĕ çулсем уçăлчĕç, - тенĕ Пуçлăх.
Михаил Васильевич Чăваш Ен агропромышленноç комплексĕн хăйне евĕрлĕхĕпе тата малашне республикăра хăмла ỹстерессине аталантарассипе паллаштарнă. Çавăн пекех пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсемпе килĕшỹллĕн ял хуçалăх таварĕсен калăпăшĕ 44 млрд тенкĕ пулнине, производство индексĕ 107,9 процентпа танлашнине пĕлтернĕ.
- Паян ĕçлес кăмăла чакарма юрамасть. Халăх ыйтăвне тишкермелле, тыр-пул акса çитĕнтересси тата пахча çимĕç ỹстересси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла, - тенĕ пĕтĕмлетсе РФ ял хуçалăх министрĕн çумĕ Александр Петриков.
Михаил Игнатьев Михаил Бабича Чăваш Республикинче çакăн пек пĕл-терĕшлĕ канашлусем йĕркелесе ирттернĕшĕн тав тунă.
ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.
Источник: "Каçал Ен"