27 марта 2013 г.
Шăлĕ ыратакан çын яланах лайăх тухтăр патне лекме тăрăшать. Кирек кам та шăлсене ытлашши ыраттармасăр, пахалăхлă та хăвăрт юсаттарасшăн е кăларттарасшăн-çке. Районти пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсенче тăрăшакан стоматологсем пациентсен çак ыйтăвĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ, çăварти «арманăн» ĕмĕрĕ вăрăм пултăр тесе усăллă канашсем те параççĕ. Акă вĕсенчен пĕрне, Аслă Çĕрпÿелĕнче тăрăшакан Александр Тихонова, тăван тăрăхĕнче çеç мар, таврари ялсенче пурăнакансем те аван пĕлеççĕ, хисеплеççĕ. Ахальтен мар çакă. Александр Васильевич хăйĕн нушипе килнĕ çынсене яланах кăмăллăн йышăнать, мĕн канăçсăрлантарнине ыйтса пĕлет те çийĕнчех ĕçе пикенет. Лартнă пломба çирĕп пултăр та хуçине нумай çул ан чăрмантартăр тесе тăрăшать вăл. Тухтăра унăн мăшăрĕ, Алена Анатольевна, пулăшать. Питĕ çаврăнăçуллă медсестра вăл.
Нумаях пулмасть Тихоновсем Çĕнĕ Мăратри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче пĕр вăхăт ĕçлерĕç. Çав хушăра хăйсен тивĕçне пурнăçласа Тукай ял поселенине кĕрекен пур ялти çынсене те йышăнчĕç вĕсем. Пирĕн тăрăхра пурăнакансем шурă халатлă ĕçченсене пациентсемпе ăшшăн калаçнишĕн, хăйсен ĕçне питĕ лайăх пĕлсе, вăр-вар пурнăçланишĕн кăмăлларĕç. Эпир вĕсене шăлсене аван сипленĕшĕн, çынсемпе тарават та ăш пиллĕ пулнăшăн тав тăватпăр. Ĕçре, пурнăçра ăнăçу тата çирĕп сывлăх сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"