27 марта 2013 г.
Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, суда пĕр-пĕр заявлени çырса парас тесен юридици енĕпе тÿлевлĕ пулăшу кÿрекенсем пур. Вĕсем — адвокатсем.
Хăш чухне хутсем хатĕрлессипе суд тăкакĕсем шыраса илес укçаран та ытларах пулнипе çынсем алă сулаççĕ те ĕнтĕ. Анчах та хăш-пĕр категорири çынсем адвокатсенчен тÿлевсĕр пулăшу илме пултарнине пурте пĕлмеççĕ-ха. Республикăри Адвокатсен палати тÿлевсĕр пулăшу паракан юристсене палăртнă. Вĕсенчен пĕри — Н.В.Платонова адвокат. Вăл çак должноçра виççĕмĕш çул тимлет.
«Саккун хÿттине камсем кĕреççĕ-ха?» — кăсăклантăм эпĕ унран.
— Çакăн çинчен ЧР Патшалăх Канашĕ 2012 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче «Чăваш Республикинче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси çинчен» саккун йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн çемьери кашни çын пуçне пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен каярах тупăш тивекенсем, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнисем, пĕрремĕшпе иккĕмĕш ушкăнсенчи инвалидсем, пăхакансăр тăрса юлнă инвалидсем, тăлăхсем тата саккунпа палăртса шаннă çынсем (представителĕсем), çав ачасен прависемпе интересĕсене хÿтĕлеççĕ пулсан тата ыттисем те тÿлевсĕр пулăшу илеççĕ, — терĕ Надежда Вячеславовна.
Çавăн пекех Россия Федерацийĕн «Аслă çулсенчи çынсене тата инвалид-граждансене социаллă пулăшупа тивĕçтересси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн Аслă Аттелĕх вăрçин ветеранĕсем, Совет Союзĕн, Социализмла Ĕç тата Раççей Геройĕсем те çав ирĕкрех усă курма пултараççĕ.
«Асăннă категоринчи граждансене эпир — мансăр пуçне тата виçĕ адвокат — кирлĕ çĕре заявлени çырма, ытти хутсем хатĕрлеме, судра та хамăр тивĕçсене пурнăçлама кирек хăçан та пулăшу пама хатĕр», — терĕ Н.Платонова адвокат.
Акă, сăмахран, районти суд участокĕн миравай судйисем патне уйрăлнă хыççăн алимент шыраса илессипе çыхăннă ыйтусемпе ытларах тавăç тăратаççĕ. Час-часах адвокат валли укçи-тенки çитменнипе хĕрарăмсем алимент шыраса илесси çине алă сулаççĕ-мĕн. Апла пулсан малашне районти адвокатсем çемьери кашни çын пуçне тивекен тупăш пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен каярах пулсассăн е çÿлте асăннă ытти сăлтавсене пула граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасса шанас килет.
Источник: "Каçал Ен"