27 марта 2013 г.
«Выльăхсем — ачасем пекех. Вĕсем йăлтах ăнланаççĕ, калаçма çеç пултараймаççĕ. Çыннăн чун-чĕрине, кăмăлне туяççĕ вĕсем», — тет 20 çул ытла дояркăра вăй хуракан Альбина Чернова.
Вăл Вутлан ялĕнче çуралса ÿснĕ, Тăманлă Выçлинчи вăтам шкула пĕтерсен тÿрех фермăна ĕçе кĕнĕ. Уншăн професси суйлас ыйту йывăр пулман. Ашшĕ лаша витинче, амăшĕ сысна пăхнă çĕрте ĕçленине кура, çамрăк хĕр те вĕсен çулĕпех кайма шут тытнă, пурнăçне ĕнесемпе çыхăнтарнă. «Мĕн пĕчĕкрен выльăх-чĕрлĕхе юратса ÿснĕ. Уроксем хыççăн аттепе анне патне ĕçе час-часах чупса килеттĕм. Çакă мана пурнăç çулне палăртма пулăшрĕ те ĕнтĕ», — пĕлтерет А.Чернова.
Малтан вăл «Заря» ЯХПКн ферминче, унтан «Рассветра» вăй хунă. Камшăн мĕнле те, тăрăшуллă дояркăшăн хĕвел тухиччен вăранасси, кунсерен ирпе ирех ĕçе васкасси нихăçан та йывăрлăх кăларса тăратман. «Хăнăхнă, килĕшекен ĕç пĕрре те ывăнтармасть, йăлăхтармасть. Фермăна яланах хаваспа çÿретĕп. Кунти коллективра килĕшÿ хуçаланни кăмăла каять, ĕçре хавхалантарать», — тет маттур хĕрарăм.
Ывăнма пĕлмен доярка çинчен хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Петр Зверев та ыррине çеç калать. «Альбина яланах малти ретре. Акă, пĕлтĕр те вăл кашни ĕнерен вăтамран 6302-шер килограмм сĕт суса районти чи пултаруллă дояркăсен шутне кĕчĕ. Маттур ĕçченсем тăрăшнипе ĕнтĕ пирĕн хуçалăх сĕт суса илессипе аван кăтартусем тăвать», — уçать вăл хăйĕн шухăшне.
Источник: "Каçал Ен"