АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саламланăшăн, тавах

19 февраля 2016 г.

Юнтапа ялĕнче пурăнакан Ксения Петровна Евсеева çак кунсенче 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Хисеплĕ ватă пурнăçра терт-нушине самай курнă. Çамрăклăхĕ вăрçă вăхăтне лекнĕ. Йывăр та хаяр кунсене аса илсессĕн кинемей куççульленмесĕр чăтаймасть.

- Сахал мар нуша куртăмăр. Фронта пулăшас тесе ырми-канми ĕçленĕ, тăван колхозра тăрăшнă. Паян мирлĕ те тăнăçлă вăхăтра пурăннăшăн Турра тав тăватăп. Кашни ир кун пуçланнăшăн савăнатăп, - тет хавхаланса Ксения Петровна.

90 çулхи юбилей ячĕпе тыл ĕçченне район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова, Шурут ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Маштанов ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, вăй-хал, телей сунчĕç, асăнмалăх парне пачĕç. Раççей Президенчĕ Владимир Путин янă салам открыткине вуларĕç.

Çамрăк ăру ватта хисеплени, сума суса саламлани темле хаклă парнерен те хаклăрах.

- Паян, чĕрене çу сĕрнĕ пекех пулчĕ, саламланăшăн, хисеп тунăшăн тавах, - терĕ савăнăçне пытармасăр Ксения Петровна.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика