19 февраля 2016 г.
Калас сăмахăм Аслă Çĕрпỹел ял поселенийĕн пуçлăхĕнче пĕр улшăнмасăр чĕрĕк ĕмĕр ытла ăнăçлă ĕçлекен Геннадий Герольдович Ракчеев çинчен. Вăл çак кунсенче утмăл çул тултарать.
Шкулта, институтра вĕреннĕ çулсене шутламасан, эпĕ унăн кун-çулне, ĕçне-хĕлне курса, пĕлсе тăнă. Колхозра ответлă çĕрте, обществăлла ĕçсенче активлă тăрăшнă çамрăка комсомол райкомĕнче ĕçлеме суйлаççĕ. Каярах вăл районти шалти ĕçсен пайĕнче политика пайне ертсе пырать. Унта та, кунта та унăн пĕр тивĕç халăха, уйрăмах çамрăксене воспитани парасси пулнă. Икĕ çул тăван çĕршыв чиккине хỹтĕленĕ.
1990 çулта Геннадий Герольдовича Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕнче пурăнакансем ял Советне ертсе пыма шанаççĕ. Ĕçри пуçарулăхне, ырă кăмăлне, унăн чун тасалăхне шута илнĕ, паллах. Сăмахран, ашшĕ, Герольд Ануфриевич, вунă çула яхăн ял Совет председателĕнче ĕçленĕ, ĕçĕпе, сăпайлăхĕпе, тỹрĕ кăмăллăхĕпе ял-йышăн тата патшалăх органĕсен пысăк хисепне тивĕçнĕ.
"Кашни çемье хăй патшалăх", - теççĕ. Çемье пуçлăхĕн хуçалăха та тытса пымалла, ача-пăчана тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăлармалла. Пилĕк ял халăхĕ пурăнакан, çĕр-çĕр çемье ырă-сывă, тулăх, йĕркеллĕ пурăнтăр тесен, ял тăрăхĕн ертỹçин яваплăхĕ, пултарулăхĕ питех те пысăк пулмалла. Ертỹçĕн кашни кун тĕрлĕ ыйтăва уçăмлатмалла. Пурне те татса пама нумай пĕлмелле, шухăшламалла, ырми-канми ĕçлемелле, кирлĕ йышăну тумалла. Геннадий Герольдович кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарать. Депутатăн, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн хăйĕн тивĕçне пурнăçласа мĕнле кăна ĕç тума тивмест-ши, каласа та пĕтерес çук. Унăн воспитатель, вĕрентỹçĕ, юрист, пултаруллă психолог та пулмалла. Пуçлăхăн обществăри йĕркелĕхшĕн те, ялти тирпей-илемшĕн те ырми-канми тăрăшмалла. Ватăсен, уйрăмах пĕччен пурăнакансен, инвалидсен пурнăçне лайăхлатассишĕн ĕçлемелле. Геннадий Герольдовичăн кунне вун-вун ыйтăва татса памалла, йышăну тумалла.
Хисеплĕ ертỹçĕ утмăла çитрĕ пулсан та, унăн халăхшăн ĕçлес кăмăлĕ, вăй-халĕ пĕрре те чакман, вăл малалла та халăх ырлăхĕшĕн чунне парса ĕçлессе шанатăп. Юбиляра тата нумай çул халăхшăн, обществăшăн ырми-канми тăрăшма çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатăп.
Р.МОИСЕЕВ,
Комсомольски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ.
Источник: "Каçал Ен"