16 февраля 2016 г.
Темле ăста та вăрлăх туяннă чухне йăнăшма пултарать. Кашни çул вăрлăх сутакан вырăнсене тĕрĕслеççĕ пулин те хивре калаçтаракан сăлтавсем тупăнсах тăраççĕ.
Вăрлăх туянасси тимлĕх тата тепĕр хут тимлĕх ыйтать. Чи малтанах вăрлăха ятарлă лавккасенче туянма сĕнеççĕ специалистсем.
Сутуçăсен кашни парти валли сертификат пулмалла. Сертификат, кĕскен каласан, тавар хăрушсăрлăхĕн тата пахалăхĕн гаранчĕ. Унта культура ячĕ, унăн сорчĕ, парти номерĕ тата ытти информаци пулмаллах.
Анчах тимлĕр! Сертификат çинче çырни тата вăрлăх паке-чĕсем çинче çырнă информаци пĕр пек пулмалла. Пĕр пек пулсан кăна вăрлăх пахалăхлă теме пултаратпăр.
Вăрлăх хутаççисем çинче производитель ятне, адресне тата телефонне; культурине, сорт ятне; стандарт паллине (ТУ), парти номерне; йывăрăшне (грамм) е шутне; усă курма юрăхлă вăхăтне кăтартмалла.
Тата акă мĕн, укçана сая ярас мар тесен - ан ỹркенĕр: сортсене Госреестрта регистрациленипе кăсăкланăр: интернетри адресĕ - www.gossort.com.
Виççĕмĕшĕнчен, пахчана сăтăрçăсем илсе килес мар тесен фитосанитари докуменчĕсем пуррипе те кăсăкланăр.
Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзор специалисчĕ.
Источник: "Каçал Ен"