16 февраля 2016 г.
Çынсене ĕçлеме кирлĕ условисем туса парассипе, ĕç паракансем йĕркене пăснине тупса палăртассипе, ĕç хутшăнăвĕсене легализацилессипе çыхăннă ыйтусемпе район администрацийĕнче хĕрỹ лини ĕçлет.
Ĕç хутшăнăвĕсене легализацилессине тата шалăва "конвертпа" тỹленине пырса тивекен ыйтусемпе тунтикунранпа эрнекунччен 8 сехетпе 17 сехетчен шăнкăравлама пулать. 5-14-76, 5-15-67 номерсемпе шăнкăравламалла, ыйтусем çине экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕсем хуравлаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"