АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕмлетỹсем тума вăхăт

16 февраля 2016 г.

 Тунтикун, февралĕн 15-мĕшĕнче, Комсомольски районĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕçлĕ çул çỹревре пулчĕ. Чи малтанах вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе пĕрле Алексей Самаркинпа тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе П.Красновпа тата К.Мифтахутдиновпа Элпуç вăтам шкулĕн строительстви епле пынипе паллашрĕ. Çавăн пекех Тукай Мишерĕнчи аш-какай цехĕн ĕç-хĕлĕпе кăсăкланчĕ.

Ун хыççăн И.Б.Моторин район активĕпе анлă канашлу ирттерчĕ, унта Комсомольски районĕн 2015 çулхи экономикипе социаллă аталанăвне сỹтсе яврĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç. Канашлу ĕçне çавăн пекех Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илỹ тата финанс министрĕсен çумĕсем Ольга Ланцовăпа Светлана Иванова та хутшăнчĕç.

Районăн иртнĕ çулхи экономикипе тата социаллă аталанăвĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А.А.Самаркин паллаштарчĕ. Тĕплĕнрех - хаçатăн çитес номерĕнче.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика