16 февраля 2016 г.
Пирĕн тăрăхра пурăнакан халăх йĕлтĕр спортне яланах кăмăлланă. Ахальтен мар çак енĕпе пысăк çитĕнỹсем тунисем те пур. Владимир Воронков ентешĕмĕрпе вара - пилĕк хут СССР чемпионĕпе, 1972 çулта Японири Саппоро хулинче иртнĕ олимпиада чемпионĕпе - эпир чăнласах мăнаçланма пултаратпăр. Паянхи кун та районта йĕлтĕрпе ярăнса сывлăхне çирĕплетекенсем йышлă.
Иртнĕ вырсарникун, февралĕн 14-мĕшĕнче, Комсомольски вăрманĕ хĕрринче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри "Йĕлтĕр йĕрĕ-2016" спорт ăмăртăвне нумайăн пуçтарăнни каçалсем сывă пурнăç йĕркишĕн пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килсе çитни мероприятие тата та пысăк сум, пĕлтерĕш кỹнĕн туйăнчĕ. Михаил Васильевич хăйĕн сăмахĕнче "Йĕлтĕр йĕрĕ" чупу йăлана кĕнĕ спорт уявĕ пулса тăнине каларĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене пурне те чĕререн саламларĕ, ăнăçу, çитĕнỹсем сунчĕ. Çакăн хыççăн вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Самаркинпа тата ыттисемпе пĕрле йĕлтĕр çине тăрса старта тухрĕ, 10 километр ытла парăнтарчĕ.
- Михаил Васильевич, Эсир кăçал йĕлтĕр йĕрне ăçта лайăх хатĕрлеççĕ, çавăнта çитсе курма шантарнăччĕ. Килĕшрĕ-и Сире пирĕн трасса, ăна мĕнле хак панă пулăттăр? - ыйтрăмăр республика ертỹçинчен.
- Трасса мĕнле пулнине пĕлес тесен кашнин йĕлтĕр çине тăрса унпа ярăнса тухмалла. Виçĕ çаврăм тунă хыççăн çакна калама пултаратăп: кăçал Комсомольскинче чăнах та "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2016" ăмăртăва аван хатĕрленнĕ, кун пек йĕлтĕр йĕрĕ кашни районта пур тесе калаймăн. Çакна спорт ветеранĕсем те калаçура палăртрĕç, "1989 çултанпа кун пекки пулманччĕ", - терĕç. Питĕ пысăк ĕç туса ирттернĕ кунта. Çакăншăн район администрацийĕн пуçлăхне Алексей Самаркина, çак çула хатĕрлеме, тирпейлеме, тỹрлетме хутшăннă кашни çынна тав сăмахĕ калатăп. Халĕ условисем пур, ашшĕ-амăшĕ ачисемпе пĕрле кунта куллен килсе йĕлтĕрпе ярăнса киленессе, пичĕсене хĕретсе киле хавас кăмăлпа таврăнасса шанатăп, - хакларĕ Михаил Игнатьев.
Ăмăртусем тĕрлĕ ушкăнсенче иртрĕç. Кăçал йĕлтĕр йĕрĕ çине садиксене çỹрекенсенчен пуçласа 90 çултан та иртни таранах тăчĕç. Шкул ачисем те, тĕрлĕ çĕрте вăй хуракансем те йĕлтĕрпе ярăнса пĕр-пĕринпе тупăшрĕç, кам чи вăйлине, çи-вĕччине палăртрĕç. Çĕнтерỹçĕсене Дипломсем, асăнмалăх парнесем парса чысларĕç. Палăртрăм ĕнтĕ, кунашкал лайăх, тĕплĕ йĕлтĕр йĕрĕ пирĕн районта чылайранпа пулман. Кăçал вара, Пĕтĕм Раççейри "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2016" ăмăртăва хатĕрленсе, ятарлă виçĕ трасса - 2016, 3000 тата 5000 метрлисем - хатĕрленĕ. Вĕсем сарлака, меллĕ, путмаççĕ, вăрманти пайĕсенче хăрушă мар, чăрмавсем çук. "Ку йĕлтĕр йĕрĕсем "аван" хака тивĕç. Комсомольски районĕнче пурăнакансем чăннипех те телейлĕ, халĕ кунта ярăнса савăнма пултараççĕ", - тенĕччĕ ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, февралĕн 13-мĕшĕнче районта пулнă май.
Чи пысăк хак вара - районта пурăнакансем, йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллакансем параканни. Трассăсене çавăн пек хăтлă та аван тунă пирки нумай çынран тав сăмахĕ илтме тỹр килчĕ çав кун. Апла пулсан сезон вĕçлениччен йĕлтĕрпе ярăнма, сиплĕ уçă сывлăшра ытларах пулса курма васкăр, тăванăмăрсем!
Ăмăрту кунĕнче тунă сăн ỹкерчĕсемпе редакци сайтĕнче (www.kasal.cap.ru) паллашма пулать.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"