АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестивале хутшăннă

12 февраля 2016 г.

 Нумаях пулмасть Шупашкар хулинче Трактор тăвакансен керменĕнче Чăваш наци радиовĕн хумĕсем çинче тухса тăракан "Иксĕлми çăлкуçсем" радио конкурсăн фестивалĕ иртрĕ.

Унта Çĕнĕ Мăратри культура çурчĕ çумĕнчи "Шурăмпуç" халăх фольклор ушкăнĕ хутшăнчĕ. Фольклор ушкăнĕн артисчĕсем репертуарти чи лайăх юрăсене шăрантарчĕç.

Чăваш Ен телерадио компани директорĕ Александр Магарин фестивале хутшăннисене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Малашне пултарулăх ĕçĕнче татах та пысăк çитĕнỹсем тума сунчĕ. Çакă пире хавхалану кỹрет, малалла та тăван тăрăхри йăла- йĕркене аталантарма хистет. Чăваш халăхĕн сăмахлăхĕ пуян. Çав иксĕлми пуянлăха çитĕнекен ăрăва та парса хăварас тетпĕр эпир, çавăнпах ача-пăча фольклор ушкăнне те йĕркеленĕ.

Г.СТЕПАНОВА,

ертỹçĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика