АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын ĕçпе чыслă

12 февраля 2016 г.

2016 çкул - Ĕç çыннин çулталăкĕ. Çавна май Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн библиотекинче Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен ачасемпе (класс ертỹçи В.С. Ефимова) "Çын ĕçпе чыслă" калаçу иртрĕ. Чи малтанах ĕçчен çын яланах хисепре пулни çинчен сăмах пычĕ. Ĕлĕк-авал чăваш çынни вăй-халпа çыхăннă ĕçе уйрăмах пысăка хунă, ăна тỹрĕ кăмăлпа тĕплĕ пурнăçланă. Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕнче те ĕçпе чапа тухнă çынсем сахал мар. Вĕсем çинчен çулталăк тăршшĕпех тĕл пулса калаçмаллине палăртса хăвартăмăр.

Пурнăçра чи кирли - ĕçе юратса, ăна кăмăлласа туни. Юратнă ĕçе суйласа илме пĕлни çынна телейлĕ тăвать. "Вăл чăн-чăнах хăйĕн вырăнĕнче, аллисем "ылтăн", - теççĕ ун пеккисем çинчен. Калаçура ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене те аса илтĕмĕр, тĕрлĕ поэтсен сăввисене вуларăмăр. К.Д.Ушин-ский çырнă "Икĕ сухапуç" калава та тимлесех итлерĕç ачасем. Тар юхтарса ĕçлесен кăна пăхăр пек йăлтăртатма пулнине çи-рĕплетрĕç. Аслă педагог В.А. Сухомлинский çырнă "Телейсĕр Андрей" калава та тишкертĕмĕр. Тĕп геройăн пурнă-çĕнчи пĕтĕм синкерлĕх - ĕçе юратманнинче. Апла пулсассăн ĕçчен çын кăна пурнăçра хăйĕн телейне тупма пултарать. Ĕç çинчен çырнă каларăшсемпе ха-тĕрленĕ буклетсене асăнмалăх парнелерĕмĕр.

Г. РОДИОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика