АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр çинчи тивĕçне пурнăçланă

12 февраля 2016 г.

 Ĕç çынна мухтава кăларать теççĕ. Чăваш сăмахлăхĕнче, тĕнчери ытти фольклорсенни пекех, ĕç пирки каланă ваттисен сăмахĕсем самай: "Ĕç тăрантарать, кахал пăсать", "Ĕçлесе çинĕ çăкăр тутлăрах", "Ĕçлени - ĕмĕрлĕх, вăрлани - виç кунлăх"... Чăваш халăхĕшĕн вара ĕç мĕн ĕлĕкренех малти вырăнта тăнă. Юхма Мишши те хăйĕн "Чăвашлăх" сăввинче çакна çирĕплетнĕ:

...Эппин, кăшкăрашни чăвашлăх мар,

Эппин, куштанланни чăвашлăх мар.

Мĕскер-ши вăл чăвашлăх?

Чăвашлăх вăл - сăпайлăх,

Ĕçе савни,

Ваттисене хисеплени,

Тепри тунă ĕçе курма пĕлни,

Чăнлăхпа тĕрĕслĕхе

Этем евĕр курни...

Комсомольски районĕн энциклопедийĕн пĕр пайне патшалăх наградисене тивĕçнĕ ентешсем валли уйăрнă. Çак пайра ĕçри çитĕнỹсемшĕн Социализмла Ĕç Геройĕ пулса тăнисен, пуçласа тĕрлĕ орденпа медале, хисеплĕ ятсене тивĕçнисен ячĕсем пичетленнĕ. Паян сире Хирти Шăхасан ялĕнче çуралса ỹснĕ Леонтий Николаевич Акчурин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа парасшăн.

Леонтий Николаевич 1933 çулта хресчен çемйинче çуралнă. Ачалăхĕ унăн çăмăл килмен. Ашшĕ, Николай Герасимович, Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансанах Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайнă та 1942 çулхи август уйăхĕнче йывăр аманса çут тĕнчерен уйрăлнă. Çапла амăшĕ, Федосия Николаевна, 5 ачапа пĕччен тăрса юлнă. Вăхăчĕ йывăр пулнă пулсан та хĕрарăм алă усман, ăна кỹршисем те пăрахман, тăван-хурăнташĕ пулăшнă. Леонтипе аппăшĕ Лена Люба йăмăкĕ, Виталипе Веня шăллĕсем ытла пĕчĕк пулнăран мĕн вăй çитнĕ таран амăшне пулăшса пынă, аслисемпе пĕр танах çум çумланă, тырă вырнă, кĕлте йăтнă.

Леонтий чунĕ вара техника патне туртăннă, чăн-чăн çĕр ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕ вăл. Ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе çамрăк каччă çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Комсомольскинчи машинăпа трактор станцийĕнче çур çуллăх курсра вĕренме пуçланă. Вĕренсе пĕтерсен пулас тракторист плугарьте тăрăшнă. Тепĕр çултанах Леонтие трактор шанса панă. Каярах вăл Канашри механизаци шкулне вĕренме кайнă, пĕлĕвне ỹстернĕ. Леонтий Акчурин чăн-чăн тракторист пулнине тĕрлĕ наградăсем темиçе хутчен те çирĕплетнĕ. Пĕрремĕшне вăл 1967 çулта районти сухаçăсен конкурсĕнче çĕнсе илнĕ, чемпион ятне тивĕçнĕ. Леонтин çĕнтерĕвĕ ăнсăртран пулман, кун пирки районти сухаçăсен ăмăртăвĕнче умлă-хыçлă тăватă хутчен мала тухни пĕрре те иккĕленме памасть. Ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн 1968 çулта Чăваш АССР, 1970 çулта РСФСР тава тивĕçлĕ механизаторĕн хисеплĕ ячĕсене параççĕ. 1971 çулхи апрелĕн 8-мĕшĕнчи СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Указĕпе килĕшỹллĕн районти паллă тракториста ĕçри хастарлăхшăн Социализмла Ĕç Геройĕ ята панă. Вăл СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ те пулнă, тĕрлĕ грамотăсемпе тав хучĕсене тивĕçнĕ. Çемье архивĕнче Ылтăн Çăлтăрпа Ленин орденĕсем те пур. Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Герольдович Ракчеев каланă тăрăх, Леонтий Николаевич хăйне тивĕçлипе хаклама пĕлмен, унăн чунĕнче мухтанасси нихăçан та пулман. Пурнăç çулĕпе вăл таса чунпа чыслăн утма тăрăшнă, çавăнпах пулĕ ăна ял халăхĕ хисеплет, ырăпа аса илет.

Леонтий Акчурин районти трактористсемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулнă. Ара, вăл канлĕх мĕнне нихăçан та пĕлмен, ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсемпе те чи малтан усă курнă, çамрăксемшĕн сăпайлă наставник пулнă. Вăл вĕрентсе хăварнă тата пĕрле ĕçленĕ механизаторсем районта çеç мар, республика шайĕнче те ырă ят çĕнсе илнĕ.

Леонтин чи пысăк çитĕнĕвĕпе мухтавĕ - мăшăрĕпе Варвара Ильиничнăпа çитĕнтернĕ тăватă ачи. Мăшăр ачисене тивĕçлĕ пĕлỹ, тĕрĕс воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă.

Çемьепе, ачисен телейĕпе савăнса пурăнмалла çеçчĕ Акчуринсен. 1985 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче çул çинчи пысăк инкек çемье пуçне, мăшăрне тата мăнукне тăванĕсенчен, çывăх юлташĕсенчен, ял-йышран, ĕçте-шĕсенчен ĕмĕрлĕхех уйăрнă.

Çĕр çинче ырă ят хăварас тесен çыннăн йывăç лартмалла, пỹрт хăпартмалла, ача-пăча çуратса ỹстермелле теççĕ. Акчуринсем çĕр çинчи тивĕçне туллин пурнăçланă. Ял тăрăхĕ хăйĕн ĕç паттăрне манманни вара уйрăмах савăнтарать. Кашни çулах тăванĕсене тата çывăх юлташĕсене пуçтарса унăн ячĕпе тĕрлĕ турнир, уяв ирттерет.

Хамăр тăрăхра çуралса ỹснĕ, ĕçленĕ, пурăннă паттăрсене манас марччĕ. Вĕсем çинчен пулас ăрусем те пĕлччĕр, вĕсемпе мăнаçланччăр тесе хаçат страницисем çинче ытти паллă ĕç çыннисен пурнăçне те çутатăпăр.

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика