12 февраля 2016 г.
Çуран çỹрекенсене, автомашинăсемпе çула тухакансене асăрхаттарас тĕллевпе районта тăтăшах тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Рейдсем вăхăтĕнче йĕркене пăсакансене явап тыттараççĕ, административлă майпа штрафлаççĕ.
Февралĕн 9-мĕшĕнче район территорийĕнче "Пешеход. Пешеходный переход" профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Çак вăхăтра районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Николай Райков, сотрудниксем, халăх дружинин ертỹçи Мария Илларионова çуран çỹрекенсемпе водительсем çул-йĕр правилисене епле пăхăннине тĕрĕслерĕç. Çавăн пекех çул урлă каçакансене, водительсене тĕп правилăсемпе паллаштарчĕç, йĕркене пăсакансене явап тыттарчĕç.
- Енчен те çуран çỹрекен палăртнă вырăнтан çул урлă каçмасассăн 500 тен-кĕ штраф параççĕ. Çуран çỹрекене ирттерсе ямасан водительсен кĕсйине 1500 тенкĕлĕх çỹхетме тивет. Акă, паян йĕркене пăснăшăн икĕ çуран çỹрекене тата икĕ водителе штраф пама тиврĕ, - ăнлантарчĕ Николай Анатольевич кашнинех саккуна çирĕп пăхăнма сĕнсе.
Çул çинче яланах тимлĕ пулăр. Çуран çỹрекенсен çул урлă палăртнă вырăнта каçмалла, водительсен, паллах, вĕсене ирттермелле, пĕр-пĕрне хисеплемелле.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"