12 февраля 2016 г.
Обществăлла ĕçсене йĕркелени - ĕç рынокĕнче ĕçпе тивĕçтерессин пысăк пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Ĕçсĕр юлнисене обществăлла тивĕçсем укçа-тенкĕ ĕçлесе илме, вырăнта çирĕпленме, çамрăксене ĕçе хăнăхма май параççĕ. Час-часах предприятисенче вăхăтлăх тĕрлĕ ĕç пурнăçламалли тупăнать. Çавăнпа районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр сире обществăлла ĕçсене йĕркеленĕ çĕре хутшăнма чĕнет.
Тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн ĕç паракан граждансене ятарлă пĕлỹ кирлĕ мар ĕçсене явăçтарма пултарать. Çавна май вĕсене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерет, професси шайне ỹстерет. Обществăлла ĕçре тăрăшакансене кайран яланлăх ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме те май пур.
Районти предприятисенче пурте тума пултаракан ĕç пулсассăн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пĕлтерме ыйтатпăр. Унта сире кандидатсем сĕнĕç, ĕçсĕр çынсене асăннă ĕçе пурнăçлама кайма направлени парĕç.
Тĕплĕнрех Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29-мĕш çурт адреспа çитсе е 8(83539)5-13-79 номерпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.
К.КОКШИН,
директор.
Источник: "Каçал Ен"